ТЕПĔР икĕ кунтан декабрь уйăхĕ пуçланать. Кăçалхи Хĕл Мучи пире мĕнле çанталăк парнелессине халех калама йывăр, паллах. Çапах та вăл сивĕ е ăшă пулсан та пушар инкекĕнчен асăрханмалли йĕркесене манса каймалла мар. Йăлара усă куракан электроприборсемпе усă курнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла. Кивелнĕ электропăралуксене улăштарасси пирки те асрах тытмалла. Çул çитмен ачасене пỹртре пĕччен хăварни те синкерлĕх патне илсе тухма пултарать. Урăхла каласан, хĕллехи тапхăрта та пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Шăпах çакăн пирки калаçу ирттернĕ те районти пушар надзорĕн дознавателĕ Д. Яковлев тата пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ Ю. Воробьев Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче.
Ноябрь 2024 |