Район администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С. Чернова ертсе пычĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе калаçмалăх пурах. Малтанах Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ О. Токмакова кĕрлĕ-çурлă тапхăрта вируслă инфекци чирĕсем лекесрен асăрханса пурнăçламалли профилактика ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Унтан район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн çывхарса килекен патшалăх экзаменĕсем çинчен сăмах пуçарчĕ. Çавна май 2018-2019 вĕренỹ çулĕн вĕçĕнче ирттернĕ тĕрĕслевсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, экзаменсен кăтартăвĕсемпе республикăра эпир вăтаммисен шутĕнче. Анчах район шайĕнчи танлаштару вара хăш-пĕр шкулсен ертỹçисене шухăша ямаллах. Пур вĕренỹ заведенийĕнчех классем тулли комплектлă мар пулин те экзаменсене йывăрпа тытакан ачасем тĕл пулаççĕ-ха. Ашшĕ-амăшĕ те сахал мар тăрăшать çитĕнекен ăрушăн. Ывăл-хĕрне ăста предметниксем патне пĕлĕвне ỹстерме çỹретет. Шкулсенче условисем çителĕклĕ. Классем çутă, ирĕк, ăшă, тирпейлĕ. Методика пособийĕсемпе кăтарту хатĕрĕсем алă айĕнчех. Мĕн кирлĕ тата? Хăш-пĕр ертỹçĕсем сăлтава специалистсенче курма пăхрĕç. Апла пулсан вĕсене улăштарма тăрăшмалла.
Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен секторăн заведующийĕ Л. Комиссарова "Хăрушлăхсăр каникул" тата "Хăрушлăхсăр Çĕнĕ çул" акцисене мĕнле ирттерес пирки каларĕ. Çул çитмен ачасем право йĕркисене пăсни çинче те чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин вĕрентỹ учрежденийĕсен хăрушсăрлăх паспорчĕсене ха- тĕрлес ыйтăва хускатрĕ, ачасене пăр çине кĕме тăхтамалли пирки аса илтерме ыйтрĕ. Пăрлак çул та, çурт тăррисенчен шуса анакан юр та, катăлса ỹкекен пăр та хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Çавăн пекех вăл Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ чухне пиротехника хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулмалли çинчен ачасемпе маларахах инструктаж ирттерме сĕнчĕ.
Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ май çуртсене илем кỹртмеллине аса илтерчĕ. Канашлура çавăн пекех умра тăракан ытти ыйтусене те хускатрĕç.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |