Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2019, 17:30 Просмотров: 462

Декабрĕн 4-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне "халăх тарçисемсĕр" пуçне район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район прокурорĕ Н. Осипов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пычĕ.

Депутатсем сессин кун йĕркине кĕртнĕ 11 ыйтăва пăхса тухрĕç. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче вулакана вĕсемпе паллаштарнăччĕ. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнчи малтанхи виçĕ ыйтăвĕпе - бюджет, бюджетри право хутшăнăвĕсем, налук ĕçĕнчи улшăнусем кĕртесси çинчен йышăну пирки - район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан-з финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Турхан ял тăрăхĕнчи муниципаллă пĕрлĕхĕн куçман пурлăхпа çĕр участокне района тавăрса куçарас, районăн куçакан пурлăхĕ шутланаканнисене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парас ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика тата строительство енĕпе тимлекен çумĕсем В. Львовпа Р. Ямалетдинов тухса каларĕç. Район администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ О.Волкова район Уставне улшăнусем кĕртес, депутатсен Пухăвĕн район администрацийĕн структури çинчен калакан йышăнăвне улшăнусем кĕртес тата ытти ыйтупа та паллаштарчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупах депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика