НОЯБРĔН 28-мĕшĕнчен православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн Раштав типпи пуçланчĕ. Вăл хĕрĕх куна тăсăлать, çитес çулхи январĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет. Пире çăлакан Иисус Христос çуралнă кун праçникне кăмăлтан кĕтсе илес тесен типĕ тапхăрĕнче чиркỹсене çỹресе кĕлĕсенче пулмалла, çылăхсемшĕн ỹкĕнсе тасалмалла, Турă юнне ăша илмелле. Тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем çапла тăваççĕ. Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ, кукамай-асламăшĕ хăйсен ачисене, мăнукĕсене çак ырă йăлана хăнăхтарас тĕллевпе кĕлĕ çурчĕсене илсе çỹрени те пархатарлă.
Паян вара Патăрьелĕнчи Александр Невский чиркĕвĕн престол праçникĕ. Çак ятпа Шупашкарти Иоан пророк ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Петр протоиерей (Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ) Христос умĕн килсе шыва кĕртекен Иоан пророк ỹчĕн пайне тăван ялти храма илсе килет. Унпа пĕрлех Турра ĕненекенсем Кипрти мăнастиртен çитернĕ Турă Амăшĕн Троодитисса иконĕ умĕнче те кĕл тума, пуç çапма пултараççĕ. Çак хăватлă çветтуй нумай çул алла пепке илеймен хĕрарăмсене пулăшать.
Ноябрь 2024 |