Çак кунсенче тавралăх юрпа витĕнсе çуталчĕ çеç мар, районти çулсене пăхса тăракан яваплă организацисен техникисем малтанхи "тĕрĕслеве" тухма та ĕлкĕрчĕç. Çул-йĕре тасатса тăмалли хĕллехи тапхăр старт илчĕ темелле.
Районта хĕллехи тапхăрта çул-йĕре вăхăтра тасатса тăрас ыйту яланах çирĕп тимлĕхре пулнă. Ку тĕлĕшпе кăçалхи хĕле те пăтăрмахсăр ирттерсе ярас тĕллевпе ял тăрăх пуçлăхĕсен маларахри çулсенчи пекех чылай тăрăшма, çула килĕшỹпе пăхса тăракансен ĕçне тĕрĕслесе тăма тивĕ. Çул çине хỹсе кайнă хулăн юр никама та хур ан кăтарттăр. Сăмах май каласан, район центрĕнчи çулсене, урамсене, хытă каяш патне пыракан контейнерсем патĕнчи çулсене "Чистое село" общество пăхса, тасатса тăрать. "Юр çунă вăхăтсенче вĕсем ирпе-ирех çулсене уçма тухаççĕ. Кирлĕ чухне каçхине те ĕçлеççĕ. Техникăпа ĕçлекен кадрсем çителĕклĕ, шанчăклă"", - пĕлтерчĕ кĕскен Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ялуков.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |