Техникума пырса кĕрсен...

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2019, 17:50 Просмотров: 492

Кĕске истори

Техникум республикăри чи ватă вĕренỹ заведенийĕсенчен пĕри шутланать. Ăна 1924 çулта Аслă Патăрьел уес канашĕн йышăнăвĕпе вĕрентỹпе кăтарту мастерскойĕ евĕр уçнă. Кунта тимĕр туптакансене тата йывăçпа ĕçлекенсене вĕрентнĕ.

Архив докуменчĕсемпе малтанах 48 ачана йышăнни паллă. Вĕренỹ вăхăтра та пуçланайман. Ĕç хатĕрĕсемпе те тивĕçтермен. Кашни ачан пĕр кăранташ тата виçĕ перо пулнă.

Вĕрентỹпе воспитани ĕçне лайăхлатма столяр мастерскойĕ те пулăшнă. Ятарлă заказсемпе ĕçлесе кунта çулталăка 2 пин тенке яхăн укçа пуçтарнă. 1927 çул тĕлне 50 ача вĕреннĕ. Вĕсем пурте каччăсем пулнă.

Малаллахи пурнăç класс пỹлĕмĕсене анлăлатма ыйтнă. Кунта пĕлỹ пухас ĕмĕтлисем йышланнă. Анчах çак ыйтăва татса паракан тупăнман.

Вĕренекенсен ăсталăхĕ ỹссех пынă. Вĕсем мастерскойĕнче хăйсемех тимĕр шăратма пултарнă. Çакнашкал цех вăл вăхăтра Шупашкарта та пулман.

Мастерскоя малалла аталантарма укçа-тенкĕ хĕсĕкки чăрмантарнă. Çавна пулах инвентарьсемпе оборудованисем илеймен, вĕренекенсене апатлантарайман. Тăлăх ачасене пулăшайман, пурăнмалли вырăн пулман. Вĕренекенсем хваттерсенче тỹлесе пурăннă.

Вĕрентỹ мастерскойĕ 1930-1940 çулсенче малалла аталаннă. Вара хуçалăхсем валли счетоводсемпе зооветсанитарсем те хатĕрлеме пултарнă.

1936-1959 çулсенче веренỹ заведенийĕ Чкаловскинчи ял хуçалăх шкулĕ шутланнă. Выльăх-чĕр- лĕх йышлă ĕрчетнĕрен тата улма-çырла питомникĕ хăвăрт аталаннăран кунта сад ăстисемпе кĕçĕн ветеринари фельдшерĕсене хатĕрлеме пуçăннă.

1964 çулта ял хуçалăх шкулĕ професси училищи ята илнĕ.

1987 çулта çутă та ирĕк кабинетсемлĕ мастерскойлă, лабораторисемлĕ, 120 вырăнлăх столовăйлă, спорт заллă, пуян библиотекăллă, 480 вĕренỹ вырăнĕллĕ çĕнĕ комплекс хута кайнă.

2013 çултанпа агропромышленность техникумĕ шутланать. Тĕрлĕ çул кунта А. М. Маслов, Ф. И. Иванов, И. М. Зайцев, Г. К. Кузьминская, Г. Е. Чернов, З. А. Шрша, В. В. Дергунов, А. П. Табаков, И. В. Мулюков, С. А. Алексеев, В. И. Волков, О. Н. Рыбкина, В. В. Николаев, В. В. Спиридонов ертỹçĕре ĕçленĕ. Паянхи кун директорта С. П. Кальметов вăй хурать.

Кадрсен "лаççи"

2012 çулта республикăра кадрсем хатĕрлессипе 42 вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçленĕ. 2013 çултан вара реструктуризаципе 29-шĕ юлнă. Патăрьелĕнчи професси училищи техникум статусне илме пултарнишĕн савăнмаллах.

Хальхи вăхăтра техникумра 9 класс хыççăн ял хуçалăх производстви валли тракторист-машинист (2 çул та 10 уйăх вĕренмелле), повар, кондитер (3 çул та 10 уйăх), автомобильсене пăхса тата юсаса тăракан мастер, çĕвĕç (2 çул та 10 уйăх) профессийĕсене хатĕрлес программăпа ĕçлеççĕ. Ял хуçалăхне механизацилес, ял хуçалăх техникисемпе оборудованийĕсене эксплуатацилес тата юсас, ветеринари (3 çул та 10 уйăх), логистикăри операци ĕçĕ-хĕлĕн (2 çул та 10 уйăх) специальноçĕсене те вĕрентеççĕ. Çавăн пекех куçăмсăр майпа ял хуçалăх техникисемпе оборудованийĕсене эксплуатацилес тата юсас (3 çул та 10 уйăх) ĕçе хăнăхтараççĕ.

"А1", "В", "С", "Е", "Д", "F" категориллĕ трактористсене, "В", "С" категориллĕ водительсене, 3, 4, 5 разрядлă поварсене, электросварщиксене вĕрентсе хатĕрлекен ушкăнсем йĕркелеççĕ.

Техникум "Красное Знамя", "Труд", "Исток", "Батыревский", "Малалла", "Колос" хуçалăхсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕренекенсем практикăсенче унта пулаççĕ. Райпопа обществăлла апатлану предприятийĕ те кадрсене вĕрентес ĕçе тỹпе хыватех.

Çитĕнекен ăру тĕп професси илнипе пĕрлех хушма профессиллĕ те пулма пултарать. Тỹлевлĕ майпа вĕренсе повар, 4 уйăхра çĕвĕç, 3 уйăхра "В" тата "С" категориллĕ (уйрăмшарăн) водитель, "В", "В1" (снегоход тата квадрацикл), "С", "Д", "Е", "F" категориллĕ тракторист удостоверениллĕ пулма пулать. Юлашки вăхăтра çỹлерех асăннă профессисене аслăрах çулхисем илни те кăмăллă. Çавăнпа кунта погрузчиксене, экскаватор машинисчĕсене, каменщиксене, кондитерсене, сварщиксене, вĕлле хурчĕ пăхакансене, апат-çимĕç тата тумтир сутакан лавк- касенче ĕçлекенсене вĕрентсе хатĕрлеме пултараççĕ.

Пурлăхпа техника бази вĕрен- текенсене тивĕçлĕ теори пĕлĕвĕсем илме те, çирĕп практика хăнăхăвĕсем тума та май парать. Ку чухнехи мастерскойсемпе лабораторисене кĕме кăмăллă. Юлашки çулсенче ял хуçалăх оборудовани комплекчĕпе, Беларус тракторпа, ПЛН-5, ПЛН-5-35 плугсем, КПС-5,4, автотренажер, "Cаr Маstеr" (Тойота Королла), ВАЗ-2114, ГАЗель, ГАЗ-2217 "Баргузин", ГАЗ-311105 автомашинăсемпе пуянланнă.

Автотрактородром пур. Вĕрентỹ хуçалăхĕ 40 гектар çĕрпе ĕçлет. Унта çитĕнтернĕ тыр-пул та тупăш кĕртет. Техникумра техникăпа та тĕллевлĕ усă кураççĕ. Практика занятийĕсем ирттернисĕр пуçне районти хуçалăхсене, уйрăм çынсене ака-суха ĕçĕсенче пулăшаççĕ.

Канма та, спортпа сывлăха çирĕплетме те условисем çителĕклĕ вĕренỹ заведенийĕнче. Аякран килекенсем общежитинче пурăнаççĕ. Сахал тупăшлă, тăлăхсене кỹрекен çăмăллăхсем сыхланса юлаççĕ.

Кунтан вĕренсе тухнисемшĕн те малашлăх çулĕ уçă. Студентсем кĕскетнĕ программăпа И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, ял хуçалăх академийĕнче тата И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, ытти аслă вĕренỹ заведенисенче пĕлỹ илме пултараççĕ.

Профессионалсем хатĕрлес ĕçре ăста специалистсем ĕçлеççĕ

Кадрсен йышĕ пĕчĕк мар техникумра. 32 педагогика ĕçченĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ аслă квалификациллĕ. Ытларахăшĕ пысăк стажлă. Акă С. Алексеев, Н. Чинкин, Т. Имеркина Раççей Федерацийĕн пуçламăш професси вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Р. Воробьева, В. Маркиданов, Ю. Волков, М. Якушкин, Г. Кузьмин, Н. Халдырмина, Р. Ахметов, В. Спинов, В. Маркова, Н. Чинкин, Г. Петрова Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. С. Кошкина Раççей Федерацийĕн çутĕçпе воспитани ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ тата ытти те.

Преподавательсем ăсталăхне çулленех ỹстерсе пыраççĕ. Занятисенче цифрлă-информациллĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Хăйсен ĕç опытне кăтартакан уçă уроксем сахал мар ирттереççĕ.

"Ку чухнехи шкулти физика урокĕсем" республика фестивалĕнче В. Спинов "Педагог маçтăрлăхĕ" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ диплом илчĕ.

"С" категориллĕ водительсене хатĕрлекен Ю. Волков республика тупăшăвĕнче виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Н. Захаровăн "Талантсен тĕнчи" дипломĕ пур. Студентсене кăмăл-сипет тата патриотла воспитани парас енĕпе Г. Полякова методика тĕлĕшĕнчен лайăх ĕç тăратнипе палăрчĕ. Р. Воробьева "Манăн лайăх урок" конкурсăн регион тапхăрĕнчи финалисчĕ пулчĕ. Чĕлхене вĕрентекен педагогсен чи лайăх уçă урокне ирттерессипе Раиса Ивановна иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Т. Имеркина та "Самый класный класный" конкурсра çакнашкал чысах çĕнсе илчĕ. 

Чыса çĕре ỹкермеççĕ

Çултан-çул тăрăшуллă ачасем килеççĕ вĕренме. Техникум статусне илни вĕренỹ заведенийĕн сумне тата та ỹстерме пулăшнă. Шкулсен выпускникĕсене аттестатри вăтам балпа йышăнма пуçлани те çакнах çирĕплетет. Студентсене пĕлỹ, воспитани, ĕçлĕ хăнăху илме, тарăннăн шухăшлама, тишкерме вĕренме, тĕрĕс йышăну тума майсем çителĕклех. Вĕсем тĕрлĕ мероприятинче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Акă, проектпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлне çутатакан регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕнче С. Марлынов, А. Ляллин, Д. Смаева иккĕмĕш, Н. Дергунов виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç. Вĕренекен ачасен регионсем хушшинчи "Анлă Атăл çамрăклăхĕ" фестиваль-конференцийĕнче 2018 çулта Н. Столбова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. И. Громкова иккĕмĕш степеньлĕ диплома илчĕ.

Çамрăк сăвăçсен "Ырă сăмах чун-чĕрене ăшăттăр" республика конкурсне А. Косенко, К. Чемерова, Т. Чернова, И. Громкова çулленех хутшăнаççĕ.

Студентсем Раççей шайĕнчи тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнчен те пăрăнса юлмаççĕ. Шупашкарти кооператив техникумĕ 90 çул тултарнине халалласа ирттернинче Н. Столбова "Йăла-йĕркене çул парса" номинацире мала тухрĕ. Вăлах краеведенипе тĕпчев ĕçĕсен республика шайĕнчи тапхăрĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Д. Шашкинпа Д. Колосова "Çамрăк профессионалсем" чемпионата хутшăнчĕç.

К. Чемерова, О. Маркова, Д. Козлов, В. Козлов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ.

М. Шалтынов рабочи профессийĕсене вĕренекенсен професси маçтăрлăхĕн республикăри олимпиадинче иккĕмĕш, И. Афанасьев виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Э. Овечкин истори олимпиадин призерĕ. А. Федотов И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕ ирттернĕ "Чăваш чĕлхине пĕлетĕн-и эсĕ?" олимпиадăра пĕрремĕш степеньлĕ диплома илчĕ. М. Журавлев повар ĕçĕпе республикăри сусăр ачасен "Абилимпикс" чемпионатне хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

"Зарница" тата "Орленок" - ачасен чи юратнă вăййисем. Унти ăмăртăва çулленех хутшăнаççĕ вĕренекенсем. Малти вырăнсене тухса савăнтараççĕ. 2018 çулта та иккĕмĕш пулчĕç.

"Чăваш Республикинчи професси вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ И. Мулюков ячĕпе пыракан сĕтел çинчи теннис турнирĕнче пĕрремĕш, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн урамсем хушшинче пынă футбол ăмăртăвĕнче виççĕмĕш, республикăри профессиллĕ вĕрентỹ организацийĕсен хушшинчи мини футбол турнирĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăнни те, килĕшекен фильмсенчи юрăсен районти фестиваль-конкурсĕнче гран-прие тивĕçни те ачасен, коллектив пултарулăхне çирĕплетет.

Техникумра "Вестник молодежи" хаçат тухса тăрать. Унăн пĕрремĕш номерне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă.

Патриотла воспитани парас ĕçре музей пĕлтерĕшĕ пысăк. Н. Макашина, П. Кариков, А. Табаков, В. Воробьев вăрçă ветеранĕсен стенчĕсем пур. Техникум историйĕ çулран-çул çырăнать.

Республикăн кăнтăр районĕнче çакнашкал вĕренỹ заведенийĕ пурри ырлăхах çав ĕнтĕ. Килтен аякка каймасăрах хăвна килĕшекен професси суйласа илме пулать. Ĕç вырăнĕсем те пур. "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Труд", Комсомольски районĕнчи "Победа", "Слава картофелю", Елчĕк районĕнчи "Комбайн" пĕрлешỹсем, Е. Мартышкин, С. Чаданов хресчен фермер хуçалăхĕсем партнерсем шутланаççĕ.

"Исток" çĕр ĕç фирмин ертỹçи А. Илюткин та хăй вăхăтĕнче техникумра пĕлỹ пухнă. Акă, мĕн калать вăл студентсене тата техникумра пĕлỹ пухакансене: "Кунта илнĕ пĕлỹ мана кулленхи ĕçре пулăшать. Сире те хăвăр ĕçĕрте профессионал пулма май паратех вăл".

Техникумра паян кỹршĕллĕ Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсен çамрăкĕсем те вĕренеççĕ. Ĕç рессурсĕсем вĕсенче те кирлĕ-çке.

Кунта пурĕ 25776 специалист хатĕрленĕ. Паянхи кун 591 ача вĕренет. Çакăнпа тивĕçлипех мухтанма пулать. Выпускниксене, ветерансене, педагогсене, студентсене юбилейпе саламланă май паянхи ертỹçĕ С. Кальметов малашнехи пурнăçра пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем, чăтăмлăх, тулли телей сунать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика