Пĕр ĕмĕр утать вăл пурнăç çулĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019, 14:59 Просмотров: 448

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, теççĕ халăхра. Чăн та çак çула утса тухакансем шутлă кăна. Акă, Татмăш ялĕнчи Лидия Егоровна Царева та хăй 100 çула çитнине ĕненес те килмест, тет. Апла пулсан та иртсе кайнă кунĕсемшĕн пĕртте пăшăрханмасть вăл, вĕсене ырăпа çеç аса илет. Лича аппа Комсомольски районе кĕрекен Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьере тăватă ывăл хушшинче пĕр хĕр çитĕннĕ май кил-тĕрешре амăшне пулăшаканĕ те вăлах пулнă - апат-çимĕç пĕçернĕ, алса-нуски çыхнă, выльăх патне тухма та, çум çумлама та ỹркенмен. Хĕр çулне çитсен кỹршĕ районти Татмăш каччипе - Иванпа - паллашать, пĕр çемье çавăраççĕ.

Анчах та çамрăк мăшăрăн "чуп-чуп уйăхĕ" нумая тăсăлман, пĕрлешсен виçĕ кунтанах мăшăрне финн вăрçине ăсатать Лича аппа. Ун хыççăнах фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăннă. Татах уйрăлу, мăшăрне кĕтсе çĕр çыврайми каçсем. Виçĕ çул пăянамăшпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă вĕсем.

Пĕрре те ахаль ларман -колхозра, кил-тĕрешре тăрăшнă. Ял халăхĕ çапла майпа фронта пулăшнă, Çĕнтерĕве çывхартнă.

Кунсерен вăрçă хирĕнчен хăрушă хыпарсем килнĕ пулсан та Л. Царева лайăха шаннă. Чăнах та, 1943 çулта унăн мăшăрĕ аманса киле таврăнать. Хăрах алли çинче пỹрнисем çук пулсан та Иван тỹрех ĕçе пикенет. Вăл ял Совет председателĕнче те, партком секретарĕнче те ĕçлет. Çав вăхăтрах çемьене йыш та хутшăнма тытăнать. Шел пулин те пĕрремĕш ачи вилет вĕсен. Ун хыççăн вара умлă-хыçлă тăватă ывăл - Василий, Гера, Петя, Олег - çуралать, пиллĕкмĕшне вара хĕр пĕрчине- Светланăна - кĕтсе илеççĕ. Çăмăлах пулман Царевсене юратнă тĕпренчĕкĕсене ỹстерме. Ырми-канми тăрăшнă вĕсем. Иван Максимович платник ĕçне маçтăр пулнă, килте выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахча-çимĕç ỹстернĕ. Çапла майпа саплаштарса 57 çул пĕрле пурăннă вĕсем.

1996 çулта Иван Максимович пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять. Лича аппа вара тĕп килте юлнă Петя ывăлĕн çемйипе пурăнать, час-часах 8 мăнукĕ тата 13 кĕçĕн мăнукĕ килсе савăнтараççĕ. Хура-шуррине нумай курнă салтак арăмĕ. Çапах та пурнăçа пĕрре те ỹпкелеместь вăл. "Халĕ пурăнма çăмăл. Пире, салтак арăмĕсене, патшалăх тĕрлĕ пулăшу парать. Уйăхсерен пенси укçипе тивĕçтереççĕ, киле килсех тухтăрсем сывлăха тĕрĕслеççĕ тата ытти те. Çавăншăн Раççей, республика тата район пуçлăхĕсене тем пысăкăш тав сăмахĕ калатăп", - тет Лича аппа.

Акă, сумлă юбилей кунхине те Лидия Егоровнăна саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район халăхне социаллă пулăшу паракан пай специалисчĕ Наталия Федоськина, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Майрушкин килсе çитрĕç. Вĕсем юбиляра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă çырăвĕсене тата илемлĕ чечек çыххипе парнесем парса чысларĕç. Ялти "Çăкал" ансамблĕн артисчĕсем кăмăла çĕклекен юрă-ташăпа савăнтарчĕç, Лича аппана тата нумай-нумай çул пурăнма сывлăх сунчĕç.

Н. НИКИТИНА.

Пĕлме

Районта 100 çулхи 3 çын пурăнать. Вĕсем: Татмăшри Лидия Царева, Аслă Чементи Варвара Вахмистрова, Алманчăри Александра Мышова. Чăваш Ишекĕнчи Дария Калинникова вара 105 çулта.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика