Хускатнă ыйтусен пĕлтерĕшĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019, 15:25 Просмотров: 545

Декабрĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче анлă канашлу пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пыракан мероприятие администрацин пай пуçлăхĕсем, предприяти-организаци ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Çулталăк вĕçĕнче иртнĕ лару питĕ анлă тата ĕçлĕхлĕ иртрĕ: 6 тĕп ыйтăва пăхса тухрĕç.

Районта пурăнакансенчен 17 проценчĕ - çамрăксем. Вĕсене 22 канаш пĕрлештерсе тăрать. Яш-кĕрĕмĕн пурнăçĕ тулли тата кăсăклă пултăр тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Хĕрсемпе каччăсем хăйсем те район, республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин управленийĕн çамрăксемпе тимлекен специалисчĕ А. Салихов 2019 çулта тунă кăтартусемпе пĕрлех çитес çул валли палăртнă планпа паллаштарчĕ.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ çулленех районти предприяти-организаци çар шут ĕçне еплерех туса пынипе конкурс йĕркелет. Кăçал та вăл иртнĕ. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ П. Иванов Сăкăт, Алманчă, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче уйрăмах аван тăрăшнине пĕлтерчĕ. Организацисенчен вара "Исток" агрофирма - пĕрремĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ - иккĕмĕш, Турханти психоневрологи интерначĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Хĕле кĕтĕмĕр пулин те çанталăк вылянчăк тăрать, çакă вара шăпах тĕрлĕ вируса сарăлма май парать. Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ О. Токмакова ОРЗпа чирлекенчен шучĕ пĕлтĕрхинчен 7 процент ытлараххине пĕлтернĕ май грипран прививка тăвассине тимлĕх уйăрмалли пирки асăрхаттарчĕ. Уйрăмах халăхпа ĕçлекенсене чир ерес хăрушлăх пысăк, вĕсен çакна шута илмеллех. Ачасене те усал амакран сыхлама тăрăшмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа 52 пушар пулнă, ытларах пайĕ вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе çыхăннă. Çĕнĕ çул çывхарнă май инкек шучĕ тата та ỹсме пултарать, нуша курас мар тесен асăрханулăха ỹстерме тивет. Пиротехникăпа тата çавăн йышши ытти хатĕрпе зданисенче пачах та усă курмалла мар. Сăмах май, вĕсене урамри сутуçăсенчен те туянма юрамасть. Çумăр е юр айне пулнă, хĕвел шевлисем тỹрремĕнех лекнĕ япаласем çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларма пултараççĕ. Уяв вăхăтĕнче ăнăçсăр тата нумай ачаллă çемьесем патне рейдсем йĕркелеме палăртнине пĕлтерчĕ районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков.

Юхан шывсем лайăх шăнса хытичченех çирĕпленмен пăр çине кĕрекенсем пурри пăшăрхантарать. Сăр шывне пулă тытма кайнă ашшĕпе ывăлĕ çапла нуша курнă та. Ачине çăлса хăварнă, çемье пуçне - çук. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин çак тĕслĕхпе паллаштарнă май ачасене те асăрхаттармаллине, тĕплĕн ăнлантармаллине асăнчĕ.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ А. Фомин çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнасси, руль умне ỹсĕрле ларма юраманни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Çулленех районта "Автобус", "Пешеход. Пешеходный переход" тата ытти операцисем йĕркелени пирки каласа кăтартрĕ.

Çĕнĕ çула кĕтсе илме ватти-вĕтти хатĕрленет. Район центрĕ куç умĕнче илемленсе пырать. Предприяти-организаци зданийĕсем, уйрăм çынсен çурчĕсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа çутатакан гирляндăсем куçа илĕртеççĕ. Район администрацийĕн социалла аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ А. Куданова "Çĕнĕ çул мозаики" конкурс пуçланни, çавăн пекех пĕрисем уява пикенсех хатĕрленни, теприсем халĕ те "вăранманни" пирки пĕлтерчĕ.

Çĕнĕ çул тата каникул ачасемшĕн мĕнле пулăмсемпе асра юлать-ха? Район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин управленийĕн пайĕн начальникĕ И. Рубцова уявра секцисем, спорт мероприятийĕсем, кружоксем ĕçленине, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьери пепкесене валли ятарласа мероприяти йĕркелессине каларĕ.

Ачасемпе çамрăксен спор шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов çулталăк ăнăçлă пулнине, районти спортсменсем Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен çĕнтерỹпе таврăннине, Юхмапа Пăла тăрăхĕн сумĕ çуллен ỹссе пынине палăртрĕ.

Канашлура "Атăл çинчи МРСК" ПАОн "Чăвашэнерго" филиалĕн Кăнтăр электричество сечĕсен производство пĕрлешĕвĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ А. Денисов тата ыттисем те сăмах илчĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика