Кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттерекенсем йышлă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2019, 15:34 Просмотров: 390

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕн иртнĕ уйăхри кăтартăвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр туйăмлă 17 мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă. Кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттерекенсем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен икĕ хут та ытларах. Çакă паллах, хавхалантарать. Çемьере "çĕнĕ кайăк" хушăннни вара тепĕр савăнăç. Ноябрьте çак ятпа 23 мăшăра саламланă.

Юлашки вăхăтра çамрăксем те, аслисем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнни сисĕнет. Тĕрĕсех, хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплă. Акă, иртнĕ уйăхри статистика кăтартăвĕнчен хĕрарăмсен вăтам ĕмĕрĕ 80 çулпа танлашни паллă, арçынсен - 66 çул. Çемье пуçлăхĕсен иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтарту çав шайрах, ача амăшĕсен вара вăл икĕ çул ỹснĕ. Çакă та ырă пулăм. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли наци проектне пурнăçа кĕртесси пирĕн районшăн та тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика