Кĕрлет те шавлать Патăрьел пасарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019, 14:58 Просмотров: 454

Ытларикунпа эрнекун Патăрьел пасарĕ ирпе ирех халăхпа тулать: пĕрисем - апат-çимĕç, теприсем тăхăнмалли туянаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн таварсен ассортименчĕ те пуянланчĕ, чăрăша капăрлатмалли япаласене, тĕрлĕ тĕслĕ çутатакан гирляндăсене сентресем çинче курма пулать. Çавăн пекех кайăк-кĕшĕке пусса тирпейлеме пуçланă май хур, кăвакал сутакансем те пур.

Хаçат вулакансене хăш-пĕр тавар хакĕсемпе паллаштарар-ха.

Сахăр песукĕ (50 кг) - 1100 тенкĕ;

çăнăх (50 кг) - 1050-1100 тенкĕ;

тăвар (кг) - 10 тенкĕ;

хура тул (кг) - 60-70 тенкĕ;

вир кĕрпи (кг) - 40-45 тенкĕ;

тĕтĕмленĕ пулă (кг) - 300 тенкĕрен пуçланать;

тăварланă пулă (кг) - 150 тенкĕрен пуçланать;

отруби (50 кг) - 325 тенкĕ;

комбикорм (универсал, 30 кг) - 550 тенкĕ;

пан улми (кг) - 45-65 тенкĕ;

груша (кг) -80-130 тенкĕ;

ыхра (кг) - 150 тенкĕ;

хурма (кг) - 65-90 тенкĕ;

апельсин (кг) - 90-120 тенкĕ;

пыл (3 литр) - 1400-1800 тенкĕ;

ỹсен-тăран çăвĕ -(5 литр) 350 тенкĕ.

Çĕнĕ çул çывхарнă май пасара пиротехника сутакансем те тухаççĕ. Çавна май çакна асăрхаттарса калас килет: çумăр, юр айне пулнă тата хĕвел шевлисем лекнĕ хатĕрсене туянма юрамасть. Çавăн пекех сертификат ыйтма та ан ỹркенĕр.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика