Няня Калав

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2019, 09:26 Просмотров: 380

малалли

Хуçа хĕрарăмĕ ĕçе кайиччен ача патне медсестра килессине пĕлтерчĕ. Манăн уçса кĕртмелле, укол тутармалла. Хам шутлатăп: чăтаятăп-ши, пăхаятăп-ши? Тỹрех пăрахса кайсан юлташсем умĕнче намăс. Ĕç тупса патăмăр - ĕçлеймерĕ, тейĕç. Чăтасах пулать. Кăнтăрла тĕлĕнче медсестра килсе кайрĕ, укол тунă хыççăн ача кăштах лăпланчĕ, çывăрчĕ. Эпĕ те унпа пĕрле канса илтĕм. Унтан каллех çав ахăр самана пуçланчĕ. Мĕн кăна туса пăхмарăм, ача лăпланмасть. Çапла кунран-кун тăсăлчĕ. Медсестрапа та канашласа пăхрăм, мĕнле эмелпе укол тăватăн тесе ыйтсан лăплантармалли тет те урăх нимĕн те шарламасть. Куна та ирттерме пулать, çĕрле питĕ йывăр, хăвăн та çывăрас килет. Ачан кукамăшĕ тепĕр пỹлĕме çывăрма кайса выртать те, илтмест те пуль вăл.

Çапла, кĕркунне çак вăхăтра килнĕскер, хĕл каçрăм. Зомби пек çỹрекен пултăм. Кĕркунне чухах пулнă пальто çуркуннене шалпар пулса юлнă. Туятăп, тепрер уйăхран хам та кăнса выртатăп. Укçа тесе ывăла тăлăха хăвармалла-и? Хĕлле Шупашкара кайса килнĕччĕ, виçĕ куна кайма ирĕк панăччĕ мана. Унтанпа ывăла та курман. Каймаллах манăн, тетĕп. Туять пулас хуçа, эп кунтан кайсан урăх килместĕп. Вара манпа ларсах калаçрĕ те акă мĕн пĕлтерчĕ.

Унăн хĕрĕ Мускаври пĕр аслă шкулта вĕреннĕ. Виççĕмĕш курсра чухне наркомансемпе çыхланса кайнă, наркотик тутанма тытăннă. Хайхи йывăр çын пулать те, наркотик тутаннă вăхăтрах, ача çуратать. Халь, амăшĕ çине тăнипе, хĕрне Германие сывалма янă. Июнь пуçламăшĕнче таврăнмалла. Енчен те çавăнччен чăтайсан укçине тепĕр хут ỹстерме шантарчĕ. Ача вара наркоман пулса çуралнă. Йĕрессе те вăл доза кирлĕрен йĕрет. Медсестра кашни кунах пĕрер доза наркотикпа укол туса каять иккен. Маншăн ку кĕтменлĕх пулчĕ.

Эпĕ киличчен темиçе няня пулнă иккен пĕчĕк хĕрĕн. Анчах пĕри те ик эрнерен ытла чăтайман. Тепĕр уйăх чăтрăм вара. Çав уйăх маншăн çулталăка тăсăлчĕ пуль. Вăйăм та пĕтсе çитнĕччĕ, мĕлке кăна тăрса юлнăччĕ хамран. Профессор укçине хĕрхенмерĕ вара.

Хама сăмах патăм. Ача пăхма урăх нихçан та килĕшместĕп терĕм. Ай-уй, ывăнтартăм пуль хамăн калаçупа. Каçарăр мана. Сире те нумай тытса чартăм. Пирĕн те кайма вăхăт, - тесе Варьăна алăран çавăтрĕ.

Эп йăлтах хĕрарăм калавĕ ăшне путнăскер, çакна кăна ыйтма пултартăм:

- Хăвăр нихăçан та ача пăхмастăп тесе сăмах патăмăр терĕр. Каллех çавăтса çỹретĕр-çке.

- Ой, ку вăл тепĕр истори. Ăна тепĕр чухне каласа парăп-ха. Халь пирĕн киле кайма вăхăт, - тесе Варьăпа няня малалла утса кайрĕç. (

Малалли пулать)

Валентина ЯКОВЛЕВА. Вăтаел ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика