ÇУЛ çитмен ачасем автомашина рулĕ умне çеç мар, мопед "штурвалĕ" умне те йĕркене пăхăнмасăр ларнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Д. Кудряшов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, нумай пулмасть çул çитмен пĕр арçын ача мопедпа пынă чухне дистанцие пăхăнмасăр çăмăл автомашина çине пырса кĕнĕ. Юрать, пăтăрмах синкерлĕ çаврăнса тухман. Çитменнине мопед хуçи хăй те каскăсăр пулнă. Тепĕр кунхине унăн пуç ыратнипе районти тĕп больницăна кайма тивнĕ.
Патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем пурне те çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ. Çул çитмен ачасем техникăпа çула тухни - йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни. Ун пек чухне ачине çеç мар, автомашинăпа çỹреме ирĕк паракан аслă юлташа та явап тыттараççĕ. Сăмах май каласан, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче çеç çак çăлтавпа икĕ ашшĕне айăпланă.
Ноябрь 2024 |