Республикăри Наци библиотекинче "Чунпа çамрăк" "кĕмĕл" волонтерсен регионти форумĕ иртнĕ. Унăн ĕçне республикăри "кĕмĕл" волонтерсен юхăмĕн хастарĕсем хутшăннă. Пирĕн районтан В. Салмин, Н. Селиванов, А. Салмина, Н. Григорьев кайма кăмăл тунă.
"Кĕмĕл" волонтерсене республикăри ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин çемьери социаллă ыйтусен тата демографи политики пайĕн начальникĕ О. Еремина саламланă. Вăл республикăри "кĕмĕл" волонтерсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Вĕсене патшалăх влаçĕ йĕркелекен обществăлла пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче, акцисенче, ытти çĕрте пулăшу кỹнĕшĕн тав тунă.
Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн директорĕ Р. Федорова хăйсен учрежденийĕнче волонтер юхăмĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарнă. Вĕсем пулăшу кĕтекенсене яланах алă тăсса параççĕ.
Форума хутшăннисем çавăн пекех ытти волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |