Петр Никандрович Мышов 1949 çулхи декабрьте Красномайскинче хресчен çемйинче çуралнă. 1967 çулта кỹршĕллĕ Алманчă ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тольятти хулине çĕнĕ автозавод тунă çĕре тухса кайнă, "Куйбышевск гидрострой" строительство управленийĕнче виçĕ çул каменщикре вăй хунă. Унтан Хусанти Горький ячĕллĕ ял хуçалăх институтне экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта аслă пĕлỹллĕ специалист Чăваш Республикинчи "Хмельпром" пĕрлешĕве ĕçе вырнаçать. Çак çулах ăна Совет çарне илеççĕ. Салтак пăттине çулталăк ас тивсе пăхнă хыççăн Петр Никандрович Тăвай районĕнчи тăкак кỹрекен икĕ колхоз никĕсĕ çинче йĕркеленĕ "Шимкусский" совхозра тăхăр çул тĕп экономистра вăй хурать.
1985 çулта П.Н. Мышов тăван кĕтесе таврăнать, çав вăхăтра тăватă яла пĕрлештерсе тăракан "Ленинец" колхозра аслă экономистра ĕçлеме тытăнать. Обществăра хастар, ĕçре пултаруллă çынна 1988 çулта хуçалăхри парти комитечĕн секретарьне суйласа лартаççĕ. Алманчă ялĕ "Ленинец" колхозран уйрăлса тухса уйрăм хуçалăх йĕркеленĕ хыççăн П.Н. Мышова пĕчĕкленсе юлнă колхозăн тĕп экономисчĕ пулма çирĕплетеççĕ. Тăван ялĕнче "Колос" хуçалăх йĕркеленсен вăл кунта 1991 - 2006 çулсенче тĕп бухгалтерта тăрăшать. Юлашки тапхăрта Петр Никандрович Яманчỹрелĕнчи "Сельхозхимия" предприятинче сакăр çул бухгалтерта тата тĕп бухгалтер çумĕнче вăй хунă.
Петр Никандрович 1988 çулта Пĕтĕм Союзри колхозниксен 4-мĕш съезчĕн делегачĕ пулнă, 1998 çулта Патăрьел районĕнчи "Чи лайăх бухгалтер" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, ăна чылай çул тата тỹрĕ кăмăллă ĕçпе палăрнăшăн Тăвай парти райкомĕпе райĕçтăвкомăн, Елчĕк тата Патăрьел район администрацийĕсен Хисеп грамотисемпе, 2006 çулхи халăх çыравне хастар хутшăннăшăн медальпе наградăланă. П. Н. Мышов мăшĕрĕпе виçĕ ача çуртаса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ виçĕ мăнукĕпе киленсе пурăнать.
(Хамăр корр)
Ноябрь 2024 |