ÇЫВХАРСА килекен Çĕнĕ çул умĕн районта савăнăçлă уяв мероприятийĕсем чылай иртеççĕ. Вăл шутра концерт программипе куракансене киленĕç кỹрекенсем те сахал мар. Çак кунсенче çеç Шуршăлти "Çутă çăл" (ертỹçи Алевтина Петрова) фольклор ушкăнĕн коллективĕ хăйсен юрри-ташшипе Туçасене савăнтарнă. Андриян Николаев космонавт çĕршывĕнчен çитнĕ "шăпчăксем" çак тăрăхра пĕрремĕш хут мар. Вĕсен туслă çыхăнăвне чăн малтанах Космонавтика музейĕ çыхăнтарса тăрать. Тури Туçари Валерий Салмин хастар ветеранăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ çурт çумĕнчи музейра Сĕнтĕрвăррисен делегацийĕ пĕрре çеç мар пулнă. Аякри хăнасене кăмăллă концертшăн Туçари вăтам шкул директорĕ, ял тăрăх депутачĕ П.Шашкин, ял старости А. Салмина чун-чĕререн тав тунă, 2020 çулта та туслă çыхăнăва малалла тăсма сцена ăстисене пысăк хавхалану, ăнăçу, çирĕп сывлăх суннă.
Ноябрь 2024 |