Юр çутипе инçех каяймăн

Категория: Публикации Опубликовано: 24.12.2019, 10:41 Просмотров: 284

2020 çулта çĕршывра халăхшăн яваплă та пĕлтерĕшлĕ тапхăр - Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - иртет. Ун пирки массăллă информаци хатĕрĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Урамсенче çутă, çуртсем çинче паллăсем пулмалли пирки те час-часах калаççĕ. Шел пулин те, Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Именкасси ялĕнче çырава хатĕрленме пуçланни сисĕнмест-ха. Акă, Шигабетдиновсен, Зеленая урамсенче çутă çукпа пĕрех. Ленин ячĕллинче те çак ỹкерчĕкех. Ирхине ял-йыш, шкул ачисем аслă çул çине автобус патне тухнă чухне аллине хунар тытаççĕ, унсăрăн нимĕн те курмастăн.

Пикшик ял тăрăх администрацинче те, депутатсем те урамсенче çутă çукки пирки питĕ лайăх пĕлеççĕ, вĕсене темиçе хутчен те тархасласа тенĕ пек каланă. Халăх ыйтнине илтекен çук. Ирĕксĕрех Именкассисем юр çăвасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ун чухне тавралăха шурă тĕс çапсан çутăрах пулĕ. Ял халăхĕ ыйтнипе

П. ЦЫГАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика