Чăваш Республикин Пуçлăхĕ саламĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2019, 09:48 Просмотров: 284

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Çĕнĕ 2020 çул ячĕпе тата Раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çак çутă та пурте юратакан уявсем ырăлăхпа палăрса тăраççĕ, пирĕн пурнăçа чун ăшшипе тултараççĕ, çĕнĕ шанăç-ĕмĕт парнелеççĕ.

Çак кунсенче пирĕнтен кашниех иртсе пыракан çулти савăнăçлă пулăмсене аса илет, тунă ĕçсене пĕтĕмлетет, малашлăхри тĕллевсене палăртать. 2019 çул ансатах мар, анчах та тухăçлă пулчĕ. Паян эпĕ Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннах ырми-канми ĕçĕшĕн, тăван тăрăха чунтан юратнăшăн тата унăн ырлăхĕшĕн мĕн пур вăйран тăрăшнăшăн тав тăвас тетĕп.

Эпир пĕрле промышленноçпа ял хуçалăхне, наукăпа вĕренĕве, культурăпа спорта аталантартăмăр, çулсем хыврăмăр, садиксемпе шкулсем, больницăсемпе культура çурчĕсем туса хута ятăмăр, картишсемпе общество вырăнĕсене хăтлăлатрăмăр, экологи ыйтăвĕсене татса патăмăр.

Эпир нумай ĕç турăмăр, çавна май хамăр çитĕнỹсемпе тивĕçлипех мăнаçланма пултаратпăр.

Çывхарса килекен 2020 çул пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕскер. Пĕтĕм Раççейпе пĕрле эпир чаплă пулăма - Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине - чыслăн уявлатпăр. Вăл 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи çĕнтерỹ 75 çул тултарнипе тата ăна сума суса пĕлтернĕ Раççейри Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕпе пĕр килет.

Çак сумлă уявсене тивĕçлĕ шайра паллă туни пире пурсăмăра та нихçанхинчен тачăрах пĕрлештерессе шанса тăратăп. 2020 çул ырă улшăнусемпе телейлĕ самантсем илсе килтĕр, пире аталану çулĕпе малалла тухăçлăн утма вай-хал кỹтĕр, пурнăçа кăсăк та паллă пулăмсемпе пуянлаттăр. Кашни çемьерех юрату, çураçупа килĕшỹ хуçаланччăр тата унта ачасен хаваслă кулли янăратăр!

Пурсăра та çирĕп сывлăх, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, чун хавалĕпе иксĕлми вăй-хал, ăнăçу, ырлăхпа телей сунатăп!

Çĕнĕ çул ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. ИГНАТЬЕВ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика