Çак кунсенче Алманчăри Александра Мышовапа Аслă Чементе пурăнакан Варвара Вахмистрова пĕр кунтах 100 çул тултарчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ, салтак арăмĕ. Пĕр ĕмĕр тултарнă кинемейсен - икĕ тĕрлĕ шăпа.
Алманчăра пурăнакан Александра Андреевна Тикешре çуралса ỹснĕ. Каярахпа нумай ачаллă пысăк çемье кỹршĕри Шăмăршă районне куçса кайнă.Тăхăр ачана ашшĕ-амăшĕн вĕрентме те май пулман. Александра та икĕ класс çеç пĕтернĕ. Ỹсерехпе тỹрех ĕçе кỹлĕннĕ: малтан колхозра дояркăра, ун хыççăн конюхра тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче ял çыннисемпе пĕрлех вăрман каснă, Улатăра окоп чавма кайнă, Свердловск çывăхне торф кăларма, Тутар Республикинче чукун çул тунă çĕре хутшăннă.
Ỹссе çитсе хĕр пулсан шăпа ăна Алманчăна илсе килнĕ, çак ял каччипе - Николай Мышов вăрçă участникĕпе - вĕсем çемье çавăрнă, кунта колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăр сакăр ача çуратса воспитани панă, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Александра Андреевна аннелĕх медалĕн пĕрремĕш, иккĕмĕш степенĕсене тивĕçнĕ, ăна Амăш мухтавĕн виççĕмĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Юратнă мăшăрĕпе вĕсем 36 çул çеç пурăнайнă. Паян 100 çулхи кинемее ытарайми ачисемсĕр пуçне 16 мăнукĕ, 23 кĕçĕн мăнукĕ тата кĕçĕн мăнукĕн икĕ пепки савăнтарать, пурăнма хавхалантарать. Сăмах май каласан, пысăк юбилейçăн виçĕ йăмăкĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ: 97,84,80 çулсенче! Александра Андреевнăна 100 çулхи юбилейĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Виктор Львов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Петров, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Наталия Никитина, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Никитин саламларĕç, ырми-канми ĕçшĕн тав турĕç.
Аслă Чементи Варвара Афанасьевна та йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăлах пулман. Вăрçă вăхăтĕнче те, вăрçă хыççăн та хура-шурне пайтах курнă. Çул çитсен Аслă Чемен каччипе - Василий Иванович Вахмистровпа - çемье çавăрнă. Ачасем пĕчĕккĕ тесе колхоз ĕçĕнчен те айккинче юлман. Аслисем кĕçĕнреххисемпе киле юлнă, кỹршĕри ватăсене пăхса тăма хушса хăварнă. Чылай çул колхозра бригадăра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Ачисем пурте çемьеллĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Кашни хăйне евĕр пултаруллă.
Паянхи кун хисеплĕ ватă Чĕмпĕр тăрăхĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ăна 15 мăнукĕ, 27 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ. Пĕлме Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 100 çул тултарнă 4 çын пурăнать. Чăваш Ишекĕнчи Дария Калиникова - 105 çулта. Кăçал çеç 15 ентеш 95 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. 80, 85, 90 çул тултарнă ĕç ветеранĕсем те сахал мар.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |