2019 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хăйсен ĕçри пултарулăхĕпе, обществăри хастарлăхĕпе палăрнă çынсем сахал мар пулчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ шайри наградăна, ят-сума тивĕçрĕ.
Паян эпир вулаканăмăрсене район халăхĕ хак паракан "Çулталăк çынни -2019" конкурса хутшăнма суйласа илнĕ çынсемпе паллаштаратпăр. Сăмах май каласан, йăлана кĕнĕ конкурса яланах çулталăк тăршшĕпе ырă та пархатарлă ĕçсемпе палăрнă ентешĕмĕрсене, тĕрлĕ сферăра тăрăшакан хастарсене кĕртнĕ. Хальхинче те çак списока сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илсе хатĕрлерĕмĕр: Çĕнĕ Ахпỹртри хоккей командин тренерĕ Алексей Михайлов; Патăрьелĕнчи тĕп больницăри врач-хирург Рустем Ахметов; Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн врачĕ Халимулла Хамматов; Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова; Хирти Пикшикри халăх театрĕн режиссерĕ Дания Салахова; Анат Чакăри предприниматель Леонид Шашкин; Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учителĕ Виктор Антипов; Сăкăтри предприниматель Юрий Елкин; Пăлапуç Пашьел ял старости Леонтий Александров; Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн директорĕ Лидия Сеприханова; Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Конкурса хутшăнакан тивĕçлĕ çыншăн хăвăрăн сассăра 6-14-49, 6-14-46, 6-25-28 телефонсемпе шăнкравласа пĕлтерме е хаçат редакцине çырупа февралĕн 5-мĕшĕччен çитерме пултаратăр. Февралĕн 7-мĕшĕнчи номерте унăн пĕтĕмлетĕвĕ пичетленсе тухĕ. ("Авангард" хаçат редакцийĕ.)
Вулакана пĕлме:
Районти журналистсен пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă çак конкурса ку таранччен 200е яхăн çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен 17-шĕ "Çулталăк çынни" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çулхи чыславра çак ятпа районти пограничниксен обществин ертỹçине Анатолий Быкова саламланă.
Ноябрь 2024 |