Педагог, публицист, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1976 çул), РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ (1988), Чăваш Республикин халăх академикĕ, СССР çут ĕç отличникĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕнаци премийĕн тата А. Канаш премийĕн лауреачĕ Иван Николаевич Ильин 1930 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Сăкăт ялĕнче çуралнă. Вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен, ун хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă. Педагогика ĕçне 1946 çулта Сăкăтри шкултан пуçланă. Çакăнтах вăл учительте, завучра, директор çумĕнче, директорта тăрăшнă. Ачасене пĕлỹ парассишĕн вăй хунă вăхăтрах пултарулăхне литература каçалăкĕнче те туптанă. Унăн публикацийĕсем, сăввисем, очеркĕсем республикăри хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.
И. Ильинăн паллă кĕнекисем: "Сăкăт ялĕ", "Пурнăçпа астăвăм", "Пурăнмаллаччĕ, сан пурăнмаллаччĕ", "Мы все - чувашского рода-племени", "Тăван ен, тăван кĕтес, Сăкăт - тăван ялăм" тата ытти те.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |