ПЫСĂК ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илнĕ кăçалхи йĕкехỹре çулталăкĕ районти "01" служба сотрудникĕсемшĕн начар мар пуçланчĕ. Куçăхтарас марччĕ те, ку таранччен районта вут-кăварпа çыхăннă инкек-синкек пулман. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вара вĕсем виçĕ яла (Анат Тăрмăш, Патăрьел, Шăнкăртам) пушар сỹн- терме васкавлă пулăшупа çитнĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр районта 56 пушара шута илнĕ, инкекре виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Вулаканăмăрсене çакна та асăрхаттарасшăн. Кăçалхи хĕл хăйĕн кăралăхне кăтартсах ĕлкĕреймерĕ-ха. Çил-тăвăл, шартлама сивĕсем умра темелле. Çавăнпа та чăн малтанах пурин те ăшăтакан хатĕрсемпе усă курнă чухне асăрхануллă, тимлĕ пулмалла. Пĕчĕк шăпăрлансене пĕччен пăрахса хăварма юраманнине те манса каймалла мар.
Ноябрь 2024 |