Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2019 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Çулталăк итогĕпе пурĕ 1132 гражданла тăрăмăн актне регистрациленĕ.
Пĕлтĕр 288 пепке кун çути курнă. Вĕсенчен 142-шĕ - арçын ача, 146-шĕ - хĕрача.Çакна та палăртса хăвармалла: 78 çемьере пĕрремĕш, 92-шĕнче - иккĕмĕш, 89-шĕнче - виççĕмĕш, 18-шĕнче - тăваттăмĕш, 8-шĕнче - пиллĕкмĕш, пĕринче улттăмĕш пепке çуралнă. Икĕ çемьене вара йĕкĕрешсем хутшăннă ятпа саламланă. Маларахри çулпа танлаштарсан ЗАГС пайĕнче 50 ача сахалтарах регистрациленĕ. Çуратакансенчен 34-шĕ çырăнман, пĕччен амăшĕсем.
2019 çулта районта, виçĕм çулхипе танлаштарсан, вилекенсен шучĕ чакни савăнтарать. Çулталăк тăршшĕпе 535 çын (268 арçын, 267 хĕрарăм) ĕмĕрлĕх пурнăçа куçнă, çакă иртнĕ çулхинчен 27 çын сахалтарах. Çемье пуçлăхĕсен те, кил хуçи хĕрарăмĕсен те юлашки икĕ çулта вăтам ĕмĕрĕ пĕрешкелех: 66 тата 80 (йĕркипе шутласа) çул.
Çемье çавăракансем йышланни кăмăллă пулăм. Иртнĕ çул 176 (маларахринчен 4 ытларах) мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламланă. Анчах уйрăлса каякансем виçĕм çулхинчен 13 тĕслĕх ытларах пулнă. 72 тĕслĕхрен 65-шĕ суд йышăнăвĕпе, 7-шĕ хăйсен килĕшĕвĕпех уйрăлнă. Мăшăрсен çемье пурнăçĕ ытларах 35 - 50 çулсенче "йỹпленет".
2018 çулта ашшĕ пулнине ĕнентерекен 41 акт çырнă пулсан, 2019 çулта - 40 тĕслĕх. Хăйсен ятне, хушамачĕпе ашшĕ ятне улăштарас кăмăллисем çулталăкра 21ĕн (2018 çулта 24-ăн) пулнă.
Иртнĕ çул гражданла актсене йăнăша тỹрлетме е улшăну тума 176 ыйту йышăннă, патшалăх регистрациленĕ гражданла тăрăмăн 469 акт çырăвĕ пирки свидетельство çĕнĕрен çырнă, пурĕ 1244 справкăпа извещени панă.
А. НИКОЛАЕВА.
Ноябрь 2024 |