РАЙОНТИ йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем мошенниксенчен сыхă та тимлĕ пулмалли пирки аса илтерсех тăраççĕ пулин те, уйрăм граждансем çав-çавах ултавçăсен серепине çакланнă тĕслĕх- сем тĕл пулаççĕ. Вулакана тепĕр хутчен асăрхаттаратпăр. Енчен те сирĕн пата палламан çын шăнкăравласа тĕрлĕ сăлтавпа банк карттин номерне ыйтать пулсан хыпăнса ỹкнипе ăна "пулăшма" ан васкăр. Ун пек чухне çĕвĕç евĕр тĕплĕ пулни те вырăнлă. Вăл çиччĕ виçмесĕр касма пуçламасть.
Ноябрь 2024 |