ХАЛЬХИ вăхăтра кашни организаци-предприятирех иртсе кайнă çулталăка пĕтĕмлетеççĕ, кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртаççĕ. Ку тĕлĕшпе районти ял тăрăхĕсенче те отчетлă тапхăр пуçланчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн уставĕпе килĕшỹллĕн тата район администрацийĕ çирĕплетнĕ графика пăхăнса Патăрьел ял тăрăхĕ ĕнер пуçласа граждансен пухăвне ирттерчĕ. Тĕплĕнрех унпа çитес номерте паллаштарăпăр. Çулталăк итогĕпе çыхăннă çакăн пек пухусем кашни поселенинчех пулĕç. Патăрьелсенчен "эстафета патакне" Сăкăтсем илĕç. Унта пуху январĕн 23-мĕшĕнче иртмелле. Графика пĕтĕмлетекенсем - Туçасем. Февралĕн 21-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчи отчетлă пухусем вĕçленĕç.
Ноябрь 2024 |