РАЙОНТИ çул-йĕр инспекторĕсен иртнĕ çулхи кăтартăвĕсенчен водительсен те, çуран утакансен те пĕтĕмлетỹ тума сăлтавĕ пур. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан П. Поляков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта 44 автоаваринче 13 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 79-шĕ аманнă. Инкексен шучĕ пĕлтĕр маларахри çулхи пекех пулнă, анчах вилекенсем (85 процент) тата аманакансем (79 процент), водитель ỹсĕрле руль умне ларнăран авари пулнă тĕслĕх (200 процент) ỹсни пăшăрхантарать. Çакă, паллах, кăçал ку енĕпе тимлĕхе тата ытларах ỹстермеллине, гаишниксен енчен те тĕрĕслеве вăйлатмаллине çирĕплетет.
Ноябрь 2024 |