Пирен пурнасра мен улшанче

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020, 11:58 Просмотров: 235

Ытти чухнехи пекех, 2020 çул та çĕнĕлĕхсемпе пуçланчĕ. Тĕрлĕ саккун вăя кĕрет, çав шутран нумайăшĕ январĕн 1-мĕшĕнченех «ĕçлеме» пикенчĕ.

Электронлă ĕç кĕнекисем

Çĕнĕ çултан Раççейре  электронлă ĕç кĕнеки пирки калакан саккунсем вăя кĕчĕç. Çапла майпа организацире вăй хуракан кашни çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ тата стажĕ пирки калакан кăтартусене Пенси фондне онлайн мелпе параççĕ. Çав хушăрах çыннăн суйлама ирĕк пур: электронлă ĕç кĕнеки илмелле-и е малтанхи хутлă документа хăвармалла-и? 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен официаллă майпа ĕçлеме пуçлакансен хутлă ĕç кĕнеки илме май пулмĕ.

7,5 % ÿсрĕ

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи (МРОТ) ÿсрĕ: 850 тенкĕ, урăхла каласан 7,5%. Çак виçе 12 пин те 130 тенкĕпе танлашать.

Пособие ытларах çемье илет

Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачашăн паракан пособие илекен çемьесен шучĕ ÿсрĕ, мĕншĕн тесен унăн кирлĕлĕх критерине улăштарнă. Ку пулăшăва кăçалтан кашни çыннăн вăтам тупăшĕ уйăхра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçерен ытла мар пулсан параççĕ (пĕлтĕр 1,5 пулнă). Унсăр пуçне тÿлевсене малтанхи икĕ ачашăн вĕсем 3 çула çитичченех параççĕ.

Ĕçлемен пенсионерсен

Ĕçлемен пенсионерсен январĕн 1-мĕшĕнчен пенсийĕсем 6,6 % пысăкланчĕç. Патшалăхăн пенси тивĕçтерĕвĕ те, çав шутрах социаллă пенсисем те, апрелĕн 1-мĕшĕнчен 7% ÿсĕç.

Налукăн пĕр пайĕнчен хăтараççĕ

Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн – студентсене, курсантсене, ординатурăра вĕренекенсене, ассистент-стажерсене, адъюнктсемпе аспирантсене укçан пулăшу илнĕ чухне тупăш çине хуракан налука тÿлессинчен хăтараççĕ. Чăн та, çак пулăшу çулталăкра 4 пин тенкĕрен ытла мар пулсан. Унсăр пуçне чрезвычайлă лару-тăрура шар курнисене те тупăшран илекен налука тÿлеттермеççĕ.

Номерсĕр юрамасть

Çĕнĕ правилăпа килĕшÿллĕн – автомобиле дилер регистрацилет: автосалонсем документсене хăйсемех ÇÇХПИне пама, номер паллисене хатĕрлеме пултараççĕ. Çапла майпа машинăсем автосалонсенченех номерпе тухаççĕ. Усă курнă машина туянакансен (кивĕ машинăсем) малтанхи пекех 10 кунран кая юлмасăр автомобиле учета тăратмалла.

Автомобильсем хакланчĕç

Автомобильсем хакланчĕç. Çакă утилизаци сборĕн ставкисем пысăкланнипе çыхăннă. Çав хушăрах РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерстви машинăсен хакĕ тăруках ÿсессине кĕтмест. Унта ĕçлекенсем палăртнă тăрăх – Раççей автомобилĕсен хакĕсене пĕр шайра тытса тăма патшалăх пулăшăвĕн мерисем пулăшĕç.

Акцизсем пысăкланчĕç

Хĕрлĕ тата шурă эрех хакланчĕ. Ку январĕн 1-мĕшĕнчен акцизсем пысăкланнипе çыхăннă.

Кун пирки калакан саккуна Владимир Путин Президент пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче алă пуснă. Эрех малашне те хакланĕ.

Органика продукцийĕ

«Химисĕр», «ГМОсăр» тесе палăртнă органика апат-çимĕçне малашне пĕр иккĕленмесĕрех туянма юрать лавккасенче. Январьте органика продукцийĕ пирки калакан саккун тата органика продукцийĕн сертификацийĕн системи вăя кĕчĕ. Çапла майпа халĕ производительсем хăйсен таварне маркетинг тĕллевĕпе «органик» тесе палăртаймаççĕ. Европа тата АПШ çĕршывĕсенче «био» тата «органик» тесе палăртни продукцие хатĕрленĕ чухне химикатсемпе, пестицидсемпе, гербицидсемпе, антибиотиксемпе усă курманнине пĕлтерет. Раççейри саккунсенче 2020 çулччен био-тата органик-продукци мĕне пĕлтернине палăртман, çавăнпа тавар туса илекенсем çакнашкал паллăпа потребительсене илĕртес тĕллевпе усă курнă.

Çул-йĕр правилисенчи улшăнусем

Водитель удостоверенине илесси йывăрланать. Унччен удостоверени илме теорипе 20 ыйту çине хуравлама тивнĕ, 2 йăнăш тума юранă. 2019 çулта кашни йăнăш хуравшăн хушма 5 ыйту панă. 2020 çултан тытăнса йăнăшсене çын çул çинче тума пултарнă йăнăш хăрушлăхĕн степеньне кура хаклаççĕ. Апла пулсан экзаменра тунă пĕр йăнăш та ăна  тытайманнине пĕлтерме пултарать. Автошкулсенче вĕренмелли тапхăр та вăрăмланать.

Ỹсĕрле айăплав - çирĕпрех

Ỹсĕр водитель айăпĕпе çул çинче пулнă инкекре çын йывăр аманнă пулсан водителе 60 уйăх таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме, 1 çын вилсен 30-144 уйăх, 2 е ытларах çын вилсен 96-180 уйăх ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Ỹсĕрле руль умне ларнăшăн пĕрремĕш хутĕнче 30 пин тенкĕ штрафлама тата 1,5-2 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварма пултараççĕ, экзамен тепĕр хут тытма тивет. Иккĕмĕш хутĕнче вара яланлăхах удостоверенисĕр хăварнипе пĕрлех 200 пинрен тытăнса 300 пин тенкĕ таран штрафлама, 2 çул таран ирĕкрен хăтарма пултарĕç. Татăклă йышăнăва суд тăвать. Малашне штрафсенчен пухăнакан укçа-тенкĕне çулсене юсама уйăрма палăртаççĕ.

2020 çулăн ытти уйăхĕсенче те çĕнĕлĕхсем вăя кĕрĕç, вĕсемпе вулакансене малашне те паллаштарăпăр.

А. Иванов

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика