Спайс, снюс, кальян -наркăмăшпа тан!

Категория: Публикации Опубликовано: 22.01.2020, 11:43 Просмотров: 193

Унпа тархасшăн ан çыхлан! ЮЛАШКИ вăхăтра халăхра, уйрăмах çамрăксем хушшинче "спайс", "снюс", "кальян" текен çĕнĕ сăмахсене час-часах илтме пулать. Наркотик тытăмлă хутăшпа иртĕхекенсем унчченсенче хулара çеçчĕ. Шел пулин те усал йăлапа çыхланнисем район центрĕнче те курăнма пуçларĕç. Патăрьелĕнчи участокри уполномоченнăй ял тăрăхĕнчи граждансен пухăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тăватă вырăнта кальян мăкăрлантараççĕ-мĕн. Çакнашкал "киленỹ" кĕтесĕсем çамрăксемшĕн вăй хушнине никам та ĕненмĕ. Сывлăхне хавшатни, тĕрлĕ чир-чĕр патне туртăнма çул уçни вара каламасăрах паллă. Çавăнпа та наркăмăш хутăшлă чикарккăсене çăвара хыпма ан васкăр! Усал серепине çакланма çăмăл, унтан тухма вара ансат мар. Сăмах май каласан, пĕр сигаретра никотин виçи 1 миллиграмран пысăк пулмалла мар теççĕ тухтăрсем. Табак шутланман снюсра вара ун виçи 10 -20 миллиграмм таранах.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика