Пĕр ыйтупах темиçе шăнкăрав

Категория: Публикации Опубликовано: 22.01.2020, 11:44 Просмотров: 206

ÇАК кунсенче районти хаçат редакцине пĕр ыйтупах темиçе шăнкăрав та пулчĕ. Тĕрлĕ ялта пурăнакан ача амăшĕпе пенсионерсене урамсем хушшинче ирĕкре çỹрекен йытăсем йышланса кайни пăшăрхантарать. Тепĕр чухне вĕсем пĕчченшерĕн çеç мар, ушкăнпа та çỹреççĕ. "Кукăр хỹресем" иртен-çỹрене каçпа çеç мар, кăнтăрла та сехĕрлентерни каламасăрах паллă. Амăшĕсем шкултан килекен ачисемшĕн пăшăрханаççĕ, ваттисем хăйсен вăйсăрлăхĕнчен хăраççĕ. Апла е капла пулсан та урамра хуçа пулса çỹрекен анчăк пуриншĕн те хăрушлăх. Çавăнпа та çак ыйтупа вырăнсенче кирлĕ йышăну туни пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика