Президент Çырăвне сỹтсе яватпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.01.2020, 11:45 Просмотров: 298

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ:

- Раççей Президенчĕ çĕнĕ инвестици ярăмне пурнăçа кĕртме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, инфратытăма, промышленноçа, ял хуçалăхне аталантарма ытларах укçа хывма тĕллев лартрĕ. Пысăк проектсене çеç мар, пĕчĕк тата вăтам бизнес пуçарăвĕсене те тĕрев памалла. Çавна май Президент регионсен инвестици налукĕн вычечĕпе усă курнăран пулакан тăкакĕсен иккĕ виççĕмĕш пайне федераци бюджетĕнчен саплаштарма сĕнчĕ. Çавăн пекех 2020 çулта тĕрĕслевпе надзор ĕç-хĕлĕн реформине вĕçлеме хушу пачĕ. Кăçал республикăн агропромышленность комплексĕнче 100 ытла инвестици проекчĕ ĕçе кĕрĕ, инвестицисен калăпăшĕ 5 миллиард тенкĕрен иртĕ. Президент сĕннĕ мерăсем ял хуçалăх производствине хывакан капитал тухăçне чылай пысăклатĕç.

Юлия МИРОНОВА, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ:

- Çитĕнекен ăру ỹсĕм çулĕсене ытларах шкулта ирттерет. Унта вăл ăс-тăна çирĕплетет, тавра курăма анлăлатать, юлташсем тупать тата ытти те. Уроксенче ларнисĕр пуçне класс сехечĕсене хутшăнать. Вĕсенче пурнăç çулĕ çине тăмалли кирлĕ хăнăхусене илет. Мĕн кăна интереслентермест ачасене? Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, çул çỹревсене тухса çỹресси, уявсене хутшăнасси... çинчен сỹтсе яваççĕ. Çавна май класс ертỹçисен çивĕч ăс-тăнлă, ырă чунлă пулмалла.Ачасемпе ĕçлекенскерсем çакна тивĕçтереççĕ тесе шутлатăп та. Çитĕнекен ăру хăйсен пултарулăхне шкул саккинченех уçса пама хăнăхса ỹстĕр тесе сахал мар тăрăшаççĕ класс ертỹçисем.

Ачасене тивĕçлĕ граждансем пулма вĕрентес, воспитани парас ĕçре ку чухнехи вĕрентекенĕн сумĕ те пурах. Ăна тата та ỹстерес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин Раççей Федераци Пухăвне тухнă Çырура сентябрĕн 1-мĕшĕнчен класс ертỹçисен регионти тỹлевĕсене сыхласа хăварса вĕсене федераци бюджетĕнчен уйăхсерен 5-шер пин тенкĕ хушса тỹлемеллине пĕлтерчĕ. Çакна ырлатăп эпĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн тивĕçлĕ тỹлев пулни савăнтаратех.

Ольга ЯЛУКОВА, районти тĕп больницăн ача-пăча поликлиникин сиплевпе профилактика уйрăмĕн заведующийĕ, врач-педиатр:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырура çынсен сывлăхĕшĕн тата ытларах тăрăшасси, фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетесси, эмелпе тивĕçтересси пирки витĕмлĕн каларĕ. Чăваш Енре, пĕрлех районта та ку ĕç аван аталанса пырать. Кивĕ Ахпỹртре, Татмăшра, Шăхачра, Именкассинче тата ытти ялсенче те ФАПсене çĕнетрĕç. Çавăн пекех тухтăр профессине алла илес текенсен те малашне çăмăллăхсем ытларах пулни савăнтарать. Владимир Владимирович медицина факультетĕнче "сиплев ĕçĕ" специальноçа алла илес текенсен - 70, педиатринче ăс пухас текенсен 75 процентне тĕллевлĕ вĕрентỹпе бюджет вырăнĕсемпе тивĕçтересси пирки пĕлтерчĕ. Ку больницăсенче кадр ыйтăвне татма май парасса шансах тăратăп. Сывлăх - чи хаклă пуянлăх, çакна Раççей Президенчĕ питĕ лайăх ăнланать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика