Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе ФСК "Паттăр" спорт залĕнче "Фитнес-Star! Пирĕн сывлăх хамăр алăра" проектпа килĕшỹллĕн мероприяти иртрĕ. Ăна сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, аслă çулхисене спортпа çывăхлатас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Проект Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Фончĕн грантне тивĕçнĕ. Çавна май республикăн хулисемпе районĕсенче фитнес-аэробикăпа семинарсем, лекцисем, мастер-классем пулаççĕ, вĕсене вĕрентỹ организацийĕсенчи специалистсем, тренерсем, хушма пĕлỹ паракан çĕрте вăй хуракан педагогсем, "60 плюс" волонтерĕсем хутшăнаççĕ.
Районта йĕркеленĕ мероприятие вĕрентỹ организацийĕсен, культура учрежденийĕсен, педагогсен, хĕрарăмсен, пенсионерсен канашĕн членĕсем, волонтерсем (90 ытла çын) хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн ертỹçи Оксана Вербина, ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕпе ФСК директорĕ Алексей Краснов пухăннисене сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче психологи наукисен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн управлени тата социаллă технологи факультечĕн социаллă тата клиника психологи кафедрин профессорĕ Галина Вербина "Сывлăх психологийĕ", Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, Обществăлла палата членĕ, республикăри "Фитнес-аэробика" федерацийĕн пĕрремĕш президенчĕ Оксана Вербина "Фитнес-аэробика теорийĕ тата методики", "Физиологи", "Диетологи" темăсемпе лекци вуларĕç.
Семинара хутшăннисене пурне те сертификатсем, вĕрентỹпе методика пособийĕсем, видеодиск пачĕç.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |