Штраф айăплав та, тĕрĕс çул çине тăмалли сăлтав та пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020, 10:21 Просмотров: 178

ÇАК кунсенче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕн пулăшуçи Максим Андреев хутшăнчĕ. Çĕнĕ çулти пĕрремĕш ларурах 14 административлă ĕç пăхса тухрĕç. Пурте çул çитмен ачасем тата вĕсене воспитани паракан ашшĕ-амăшĕ право йĕркине пăснипе çыхăннă. Район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсем протоколсене ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ ячĕпе çыраççĕ. Хальхинче пăхса тухакан материалсенчен те "кавир" çине чĕнтернисенчен чылайăшĕ вĕсемех пулчĕç. Хăйсен пепкисене чун панă амăшĕсем тĕпренчĕкĕсене пăрахса хăварса çухалса çỹреççĕ, кил-тĕрешре тирпейсĕр е эрех-сăрапа ашкăнаççĕ тата ытти те. Паллах, комиссие чĕнтернисенчен пĕри те айăплавсăр тухмарĕç: пĕрисене штраф, теприсене çирĕп асăрхаттару пулчĕ. "Административлă право йĕркине пăснăшăн тивĕçнĕ штраф е айăплав пурне те малашне ачасене воспитани парас ĕçре тĕрĕс çул суйласа илмелли сăлтав пултăр", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, комисси председателĕ Светлана Чернова ларăва пĕтĕмлетнĕ май. 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика