Патшалăх ĕçлекене пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020, 10:32 Просмотров: 187

Паянхи куна ял хуçалăхĕнче 26 предприятипе 218 фермер хуçалăхĕ, 14 кооператив тăрăшать, вĕсемсĕр пуçне уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем те выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çакăнта патшалăх паракан пулăшусен витĕмĕ те пысăк. Сăмах май, пирĕн район грант паракан конкурссене хутшăнассипе чи хастаррисен шутĕнче.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хуçалăхсене тĕрлĕ шайри бюджетран 140 млн тенкĕ кĕнĕ. Пĕлтĕр "Фермер ĕçне пуçăнакан" программăпа 6 çын пурĕ пĕрле 13 млн тенкĕ ытлалăх грант илнĕ, "Çемье фермерĕпе" пĕр фермер 5,5 млн тенке тивĕçнĕ. Регионти "Фермерсене пулăшассине йĕркелесси тата ял кооперацийĕсене аталантарасси" (Агростартап) проект хута кайнă май 4 фермер 13 млн тенке яхăнлăх пулăшу курнă.

Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем кăçал та патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ, анчах конкурса хутшăнакансен малтан документсене тивĕçлĕ шайра туса памалла. Çакăн пирки январĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор базинче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен представителĕсемпе фермер хуçалăх ĕçне пуçăнакансене "Агро-Инноваци" хысна учрежденийĕ йĕркеленĕ семинарта тĕплĕн ăнлантарчĕç. Меропрятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ В. Львов та хутшăнчĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика