Татьянăсен тата Студентсен кунĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020, 10:39 Просмотров: 202

Январĕн 25-мĕшĕ - Раççей студенчĕсен кунĕ. Çавăн пекех ăна Татьяна кунĕ те теççĕ. Мĕншĕн тесен шăпах çав кун тĕне ĕненекенсем çветтуй Татианăна - Римра кун çути кунă хĕре, Христос вĕрентĕвне çирĕп тытса пынăскере, хăйне темĕнле асаплантарсан та унран сивĕнме килĕшменскере - асăнаççĕ. Çав çветтуй студентсен хỹтĕлевçи шутланать.

Пирĕн районта та Татьяна ятлă пике нумай. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕнче тăрăшуллисем, маттуррисем. Грек чĕлхинчен куçарсан "ĕç пуçаракан е йĕркелекен" тенине пĕлтерет вăл. Уяв умĕн шăпах Юхмапа Пăла тăрăхĕн хăш-пĕр Татьянине хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Татьяна ЖИРНОВА, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри врач-гинеколог:

- Студентсен кунне паллă тунă чухне эпир - Татьянăсем - хамăрăн Ангел кунне уявлатпăр. Вĕреннĕ вăхăтра январĕн 25-мĕшĕ чи кĕтнĕ кунччĕ пирĕншĕн. Пĕр-пĕрне саламлаттăмăр. Саламсене Татьяна ятлисем, паллах, икĕ хут ытларах йышăнатчĕç. Çавăн пекех праçник ячĕпе ирттерекен мероприятисене хутшăнаттăмăр.

Халĕ вара Татьянăсен кунĕнче ирех çемьерен ăшă сăмахсем йышăнатăп та кунĕпех хавас çỹретĕп. Ĕçре ĕçтешсем, пациентсем саламлани те питĕ кăмăллă. Хам та çак кун студент чухнехи юлташсене, паллакан Татьянăсене саламлама тăрăшатăп.

Татьяна АНТОНОВА, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн аслă методистчĕ:

- Мана хамăн ят питĕ килĕшет. Тавтапуç аппана, çак ята эпĕ çуралсан вăл хунă тет. Хăйĕн юлташ хĕрĕ Татьяна пулнă, йăмăкне те çапла чĕнес килнĕ-ши? Студент чухне маншăн çак кун икĕ тĕрлĕ уявччĕ. Чи малтанах юлташсем мана Татьяна кунĕ ячĕпе саламлатчĕç, кайран пуринпе те пĕрле Студентсен кунне паллă тăваттăмăрччĕ. Вĕреннĕ вăхăтсем иртсе кайнă пулин те халĕ килте, ĕçре кашни çулах саламсем йышăнма питĕ кăмăллă. Хам ятран вара мĕн пур Татьянăна Ангел кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Татьяна ШУРЯКОВА, Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнчи повар:

- Январĕн 25-мĕшне хамăн иккĕмĕш çуралнă кун пекех кĕтетĕп. Ирпе-ирех телефонпа юлташсенчен, ĕçтешсенчен, тăвансенчен шăнкăравсем, смс-çырусем килеççĕ. Çак кун хамăн студент чухнехи кунсене аса илетĕп - еплерех хатĕрленеттĕмĕрччĕ хамăрăн уява! Тĕрлĕ конкурс йĕркелеттĕмĕр, каçхине дискотекăра ташлаттăмăр. Чăн та, чи хаваслă вăхăтсем студент чухне. Мана вара халĕ пепкисене Татьяна ята сахал хуни шухăшлаттарать. Питĕ илемлĕ те янравлă ята манас марччĕ.

Татьяна МЕДВЕДЕВА, Тăрăн клубĕнчи культорганизатор:

- Татьяна ятлă çынсене ыттисенчен ытларах ăннă тесе шутлатăп. Шăпах пирĕн ятпа уйрăм уяв пур. Культура сферинче 33 çул ĕçлетĕп эпĕ, кашни çулах январĕн 25-мĕшне паллă тумасăр ирттерсе яман. Кăçал та çамрăксен ячĕпе, студентсене хисеплесе ялти клубра концерт хатĕрлерĕмĕр. Çак праçник питĕ кирлĕ тесе шутлатăп, çамрăк чухне вĕренме те, канма та ĕлкĕрмелле. Яшсемпе хĕрсем уяв кун савăнаççĕ пулсан, аслă çулхисене хăйсен студент чухнехи юлташсемпе çыхăнса пĕр-пĕрне саламлама, вĕреннĕ вăхăтсене аса илме сăлтав пулать.

Мĕнех, уяв ячĕпе сире, Татьянăсем тата студентсем!

Кĕскен:

Студентсен кунĕн историйĕ пуян та кăсăклă. Елизавета Петровна императрица 1755 çулта Мускав университетне йĕркелесси çинчен калакан указа алă пуснă, çавăнтанпа январĕн 25-мĕшне официаллă майпах университет кунĕ теме пуçланă. 1791 çулта аслă шкулăн пысăках мар флигелĕнче хĕн-асап тỹснĕ Татиана ячĕпе чиркỹ уçнă: унта студентсем çветтуйран пулăшу ыйтса кĕлĕ вуланă.Çулсем иртнĕçемĕн "университет кунĕ" студентсен кунне çаврăннă: шăп январĕн 25-мĕшĕ тĕлнелле каникул пуçланнăран çамрăксем çак пулăма шавлăн паллă тунă. Ку йăла-йĕрке малтан Мускавра, каярахпа вара çĕршывĕпех анлă сарăлнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче çак уява пăрахăçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çеç каялла тавăрнă. 2005 çултанпа çĕршыв Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн Татьяна кунне официаллă уяв - Раççей студенчĕсен кунĕ - тесе йышăннă.

Н. НИКИТИНА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика