Ртуть тытăмлă лампăпа батарейкăна контейнера ан пăрахăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2020, 08:38 Просмотров: 125

ПАЯН кашни ялтах кил-тĕрешрен тухакан хытă каяша пуçтаракан контейнерсем пур. Çỹп-çап реформи майĕпен пурнăçа кĕрсе, ял çынни те çĕнĕлĕхе хăнăхса пырать. Анчах çак контейнерпа çыхăннă чарусем пур. Унта строительство материалĕсене, анкартинчен тухакан, выльăх-чĕрлĕх каяшĕсене тата ыттисене те пăрахма юрамасть. Çавăнпа пĕрлех темиçе çул каялла килĕрен усă курнă люминисцентлă лампăсемпе те çỹп-çап ещĕкне тултармалла мар. Черченкĕ лампа çĕмĕрĕлни сывлăхшăн питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Хими элеменчĕ шутланакан ртуть организма çаклансан нимĕнле те тухмасть. Вăл вара вăхăт иртнĕçемĕн тĕрлĕрен усал чире аталанма май пама пултарать. Çавăн пекех эпир усă куракан батарейка та этем малашлăхĕшĕн хăрушă, эпир сывлакан сывлăша çеç мар, Çĕр-аннемĕре те "чир" ертет. Çак ыйтупа Кзыл-Чишма ялĕнчен пăшăрханса шăнкăравланă аксакала вара çапла хуравласшăн: "Хальлĕхе вĕсене хулана илсе кайса çеç вырнаçтарма пулать".

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика