Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем отчетсем тăваççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2020, 08:51 Просмотров: 167

Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем иртнĕ çулхи ĕç итогĕсем тата малашлăх плансем пирки отчетсем тăваççĕ. Çак кунсенче çеç граждансен пухăвĕсем Сăкăт тата Алманчă ял тăрăхĕсенче иртрĕç. Пухусене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, район тата ял тăрăх Пухăвĕсен депутачĕсем, йĕрке, пушар хуралĕсен, обществăлла организацисен представителĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕ.

Паян вырăнсенче халăхпа пĕрле сỹтсе явмалли ыйту сахал мар. Ял хăтлăхĕпе вырăнти ырă улăшусем шăпах вырăнти влаçпа ял çыннисем пĕр сăмах тупса ĕçленинчен ытларах килет. Хальхи вăхăтра поселенисенче наци проекчĕсем, тĕрлĕрен программăсем, халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан ĕçсем аван йĕркеленсе пыраççĕ. Тирпей-илемпе, ял территорине аталантарассипе, хула хăтлăхĕ тăвассипе, хытă каяша пуçтарассипе те чылай ĕç тăваççĕ. Çаксем пурте чăн малтанах хăй тытăмлăх органĕпе халăх хушшинчи çыхăнуран килет. Ку тĕлĕшпе маларах асăннă ял тăрăхĕсенче ĕçсем начар мар пыраççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Леонид Черновпа Сергей Никитин хăйсен отчечĕсенче пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсем пирки каласа пачĕç, умри тĕллевсене те çивĕчлетрĕç.

Пухусем Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырупа паллашнă хыççăн иртсе пынă май, мероприятие хутшăннисем çĕршыв ертỹçин малашлăх тĕллевĕсене ырласа йышăннине палăртрĕç, çав вăхăтрах вырăнта вĕсемпе туллин усă курмалли пирки те каларĕç.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика