Ачаллă çемьесене пулăшу памалли регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕ валли консультацисем парассине йĕркеленĕ. Çак пулăшупа 2019 çулта 156ăн усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ хушма пĕлỹ илме май паракан сферăпа паллашма, профориентаци илес, çитĕнекен ăрăва пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме пулăшас, воспитани парас енĕпе тата вĕрентỹ ыйтăвĕсене татса пама май пулнипе кăмăллă.
Консультацисене куçăмлă, куçăмсăр тата дистанциллĕ майпа та илме пулать.
Л. КУЛИКОВА
Ноябрь 2024 |