Николай Арсентьевич Николаев 1960 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетĕнче (халĕ академи) вĕренсе тухнă. Пурнăçне пысăк спортпа 1977 çулта çыхăнтарнă. Вăл йĕлтĕрпе ăмăртассипе СССР спорт мастерĕ. Темиçе хутчен Чăваш АССРĕн чемпионĕ пулнă. "Урожай" спорт обществин кубокĕн пăхăр, "Буревестник" спорт обществин кĕмĕл призерĕ, Пĕтĕм союзри профсоюзсен физкультурăпа спортăн ирĕклĕ обществин чемпионĕ. СССР Кубокĕн (йĕлтĕрпе ăмăртассипе йĕркеленĕ эстафетăра) çĕнтерỹçи. Тĕнче кубокĕн участникĕ. РСФСР ял хуçалăх аслă шкулĕсем хушшинче çĕнтернĕ.
Николай Арсентьевич 2010 çулта Раççей спорт министертствин Тавне илме тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Чăваш Ен спорт министерствин олимп резервĕсен иккĕмĕш шкулне ертсе пырать.
Ноябрь 2024 |