Сывлăха тĕрĕслеттерме манар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 31.01.2020, 11:09 Просмотров: 187

Маларах диспансеризацие 18 çул тултарнă çамрăксенчен пуçласа ватлăх çулне çитнĕ граждансем хутшăннă.

Тỹлевсĕр диспансеризацие, ỹсĕме пăхмасăр çăмăллăхлă категорири çынсем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем, суран илнĕ çар ĕçĕсен участникĕсем, "Блокадăри Ленинградра пурăннă çын" паллă илнисем, концлагерь узникĕсем тата ыттисем те çулталăкра пĕрре тухма пултарнă.

Çĕнĕ правилăсемпе килĕшỹллĕн 18-39 тултарнисем хăйсен сывлăхне 3 çулта пĕрре тỹлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ. 40 тата аслăрах çулсенчисем - çулталăкра пĕр хут. Çав вăхăтрах 18-39 тултарнисен ушкăнĕ сывлăхне кашни çулах врачсене профилактика майĕпе пăхтарма пултарать. Çăмăллăхри категорири çынсем диспансеризаци тухмалли йĕрке ылмашмасть.

Çапла вара 2020 çулта диспансеризаци 2002, 1999, 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1980, 1978, 1977, 1976, 1975 çулсенче çуралнисен тухмалла тата ыттисен сывлăхне тĕрĕслеттермелле.

Диспансеризаци тухма, сывлăха профилактика мелĕпе тĕрĕслеттерме районти тĕп больницăри 122-мĕш пỹлĕме 8.00-17 сехетре ĕç кунĕсенче, шăматкун терапевт патне йышăну вăхăтĕнче каймалла.

А. ИВАНОВА, районти тĕп больницăн медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика