Гроднăри "вилĕм фабрикине" Еншикри Иванов та лекнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.01.2020, 11:19 Просмотров: 142

Еншикре пурăнакан Петр Михайлович Иванов ашшĕ вăрçа кайнине лайăх ас тумасть. Амăшĕ каласа панисене ( вăл çĕре кĕни те тахçанах) çеç пуçа чиксе юлнă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр çине сĕмсĕр-рĕн тапăнса кĕнĕ чухне вăл шăпăрлан çеç пулнă.

Вăрçă ачишĕн юнлă çапăçу пĕлтерĕшĕ çитĕнсе пынăçемĕн чĕрере пысăк суран çуратнă. Унăн ашшĕ - Михаил Федорович Иванов - пиншер совет салтакĕ пекех Тăван çĕршыва хỹтĕлесе тыткăна çакланнă. Юлашкинчен салтакăн шăпи синкерлĕ вĕçленнĕ, Гродно хулинчи "Шталаг 324" лагерьте тăватă уйăх нушаланнă хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Кун пирки "Астăвăм" кĕнекере çапла çырнă: "Иванов Михаил Федорович, род 1905. Чуваш. Призван Чкаловским РВК. Умер в немецком плену 26.11. 1941. Место захоронения неизвестно". 1995 çулта Çĕнтерĕве 50 çул çитнине халалласа кăларнă энциклопединчи сăмахсем Петр Михайловича пушшех те канăçсăрлантарса янă. Каярахпа вара унăн пăшăрханăвĕ, юратнă ашшĕ, ачисен аслашшĕ шăпи пирки ытларах та ытларах пĕлес шухăш мăнукĕсене те куçнă. Вăрçă хирĕнчен пирĕн юлашки салтака илсе тухнăранпа кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче 75 çул çитет пулин те Еншикри Ивановсем паян та "вилĕм фабрикине" çакланнă çывăх тăванĕнчен кашни кун "хыпар" кĕтнĕн канăçсăрланаççĕ, чĕре суранне çăмăллатакан тĕслĕхсем шыраççĕ.

- Паян хам та ватăлтăм, тăххăрмĕш теçеткере пытатăп. Темиçе хутчен кукаçи-асатте пултăм. Тăнлав кĕмĕл пĕрчисемпе витĕнчĕ пулин те атте шăпи пуçран тухмасть. Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче ун çинчен вулакансене çырса пĕлтерни ăна хăть пăртак çăмăллăх патăр, çичĕ ютра канлĕх тупма пулăштăр. Çакна хамăн тивĕçĕм вырăнне хурса сирĕнпе тĕл пултăм та,_ терĕ хурланса та пăлханса Петр Михайлович. Унтан хăй пуçтарнă самай хулăм портфолион пĕрремĕш страницине уçрĕ. Куçран тỹрех çăлтăрлă шлемпа гимнастерка тăхăннă хĕрлĕ армеец тилмĕрсе пăхрĕ. Хура мăйăхĕпе сарлака куç харшийĕ ăна тата витĕмлĕрех тăвать. Епле илĕртỹллĕ, кăмăллă арçын пулнă! Мăнукĕсем унăн сăн ỹкерчĕкне Интернетран тупса пысăклаттарнă-мĕн. Аслашшĕн вăрçăри пурнăçĕ пирки ытларах Николай шырав-тĕпчев ĕçĕсем ирттерет. Вăл тупнă материалсенчен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тыткăнра пулнисем çинчен калакан информаци базинчен Михаил Федорович Иванов 1941 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Великие Лукинче тыткăна çакланни паллă. Çак страницăри икĕ йĕрки - "Судьба - погиб в плену" тата "Место захоронения -Гродно" - тенисем вара ывăлĕн чĕрине пăчăртаса ыраттараççĕ. Паянхи кун та вăрçă ачи ашшĕн вилтăпри умне кайса кăмăлтан пуç таяйманран пăшăрханать. "Шталаг 324" хăрушă лагерьте нуша курнă, мăшкăл тỹснĕ мĕнле çынсемпе юнашар тата хăш шăтăкра, масарта выртать-ши нимĕçсен нĕрсĕрлĕхне чăтайман юратнă ашшĕ, кукашшĕпе аслашшĕ? Çакна вĕсем пĕлмеççĕ, курман. "Пытарнă" текен сăмах вĕсене ку таранчен лăплантарнă темелле. Хыпарсăр çухалман, вилĕм шăпи паллă. Анчах та Петр Михайлович калашле, çак лагерь пирки вуласа пĕлнинченех вара чун сỹ!!! туса каять. Вĕсен тăванĕ çав йĕплĕ стенасем хушшинче пурăннă-çке! Тĕлĕнмелле хăрушă та йывăр пурнăçа чăтнă пирĕн салтаксем. Кашни 15 -20 минутран нимĕçсем вĕсене черетпе шăтăк чавма кăларнă. Каялла чылайăшĕ кĕреймен. Çавăнтах персе пăрахнă е чĕрĕллех аялалла чăмтарнă... Çапла вĕсем хăйсем валли хăйсен аллипех вилĕм шăтăкне алтнă. Çынсем конвейерпа тенĕ пек леш тĕнчене ăсаннă. Кунти пурнăç никама та хăйĕн тамăкĕнчен кăларман. Унтан тухнисем чи телейлисем пулнă-тăр. Шел, Еншикри ентешĕмĕрĕн шăпи вĕсемпе юнашар пулман.

Ĕç ветеранĕ ылханлă вăрçăн хăрушă тапхăрĕсене аса илнĕ вăхăтра çак лагерьти пурнăçа хăй пулнă пекех çывăх каласа пачĕ. Ăçтан, камран, мĕнле майпа тупнă информаци-ши? Каярахпа хыпар "çăлкуçне" хăех йышăнчĕ. 1986 çулта Ашхабадра Д. З. Каган текен автор "Расскажи живым" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăл çар тухтăрĕ пулнă иккен. Шăпах вăрçă умĕн вĕсен дивизине Беларуçри Гродно хулине вырнаçтараççĕ. Вăрçă пуçлансан вăл аманать, нимĕçсен аллине çакланать, Ивановпа пĕр вăхăтрах лагерьте пулать. Çак кĕнекене вĕсем çемйипе темиçе хутчен те вуласа тухнă. Çар тухтăрĕ лагерьте нимĕçсен кашни ирсĕрле хăтланăвне чĕрене тивмелле çырса кăтартать. Плена çакланнисем пурте тенĕ пекех хавшаса, чирлесе, выçăхса, нуша курса вилнĕ. Телее, кĕнеке авторĕ унтан хăпса тухнă, ăна лагерьтен тухса партизансем патне тарса ỹкме телей пỹрет. Çавăнта та вăл чĕррисен тăванĕсене çак кĕнекере тĕплĕн çырса парассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хунă-тăр. Ăна алла тытса вулакан паян та хăйĕн тăванĕн шăпине, пленри пурнăçне куç умне кăларса тăратма пултарĕ.

- Кĕнеке авторĕпе курнăçса калаçса ларасси çук, паллах. Çапах та хамăн ĕмĕтпе Гродно хулине çитсе килес, аттен ятне шыраса тупас шухăш пур. Вăйăм çитмесен, ачасене инçе çула тухма пиллетĕп..., -терĕ шывланнă куçĕсене типĕтсе вăрçă ачи.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика