Врач, медицина наукисен докторĕ (1994 çул), профессор (1993) Альбина Захаровна Павлова 1940 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Шăхачра çуралнă.
А. Павлова Хусанти медицина институтĕнче пĕлỹ илнĕ. Вăл Тутар Республикин сывлăх сыхлав министерствин судпа медицина бюровĕнче экспертра, врачсен пĕлĕвне аталантаракан тĕп институтра преподавательте, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин наркологин наукăпа тĕпчев институчĕн тĕп наука сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1988 çулта РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп судпа медицина эксперт бюровĕн судпа медицина эксперчĕ пулнă. 1997 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн судпа медицина кафедрине ертсе пынă.
Ентеш 75е яхăн наука ĕçĕн авторĕ, вăл шута монографи, рационаллă тăватă сĕнỹ тата ытти те кĕрет. Тĕп ĕçĕсем: "Судебно-медицинское исследование волос человека и животных в судебно-медицинском аспекте", "Судебная медицина", "Волосы человека" тата ытти те.
Альбина Захаровна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
х х х
Чăваш Республикин (1997 çул) тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ (2005) Валентина Андреевна Теллина Патăрьелĕнче 1950 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнă.
В. Теллина Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕç стажне 1974 çулта Елчĕкри тĕп больницăра участок терапевтĕнчен пуçланă. 1976-1985 çулсенче Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕнче, 1985 çултан Тимешри больницăра врач-терапевтра тăрăшнă. 1986 çулта тĕп врачăн сиплев пайĕн заместителĕнче тата врач-терапевтра, 1988-2014 çулсенче Строительсен медсанчаçĕн (Шупашкарти 4-мĕш тĕп больница) тĕп врачĕнче вăй хунă.
Пирĕн ентеше 2010 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |