1. Массаж. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, эрнере 2-3 хут массаж туни пуç ыратнине чакарать. Вăл кĕлеткене канма май парать, юн çаврăнăшне йĕркелет. Массажа мĕнле тумалла-ха? Пуç тỹпинчен пуçламалла та çамка патне çити васкамасăр йăваламалла. Юн пусăмне антармашкăн био-пăнчă пусмалла. Вăл пуç тỹпинче вырнаçнă.
2. Çуха тĕлĕнче юн пухăннăран, тĕртĕмсем хытса ларнăран пуç ыратма пуçлать. Мăя хускатмалла. Пуçа çĕклемелле, антармалла, сулахаялла, сылтăмалла çавăрмалла. 10 çеккунт тытмалла та 5 çеккунт канмалла, тепĕр хусканăва пурнăçламалла.
3. Ăшă-сивĕ. Ыратнине тап-хăрăн-тапхăрăн туятăр пулсан тăнлав тĕлне пăр татăкĕ е йĕпе ал-шăлли тытмалла. Унта пуç мимине юнпа тивĕçтерекен тымарсем вырнаçнă. Температурăна чакарни ыратнине пусарать. Пуç çурăлса тухассăн туйăнсан мăй хыçне ăшă япала хумалла. Çакă юн пусăмне чакарĕ. Кофеинлă çимĕçсене виçеллĕ çимелле.
Кофеин юн тымарĕсене пĕрет. Талăкне 3-5 куркаран ытларах ĕçмелле мар. Кофеинсăр сĕткенсене ĕçме тăрăшмалла. Йỹçĕ шăккалат чĕре ĕçĕшĕн усăллă-ха, анчах пуç ыратнине пуçарма пултарать.
5. Типĕлле апатланмалла мар. Пуç мими айккинчи тĕртĕмсен 90% - шывран. Вĕсем шывсăрланни пуç ыратнин сăлтавĕ пулма пултарать. Кĕлеткери юн çăралать. Кунне 1,5-2 литр шывран сахал мар ĕçмелле. Утнă чухне апатланаканăн ĕçмеллех.
6. Мăйăр, пăрçа, импĕр ялан сĕтел çинче пулччăр. Магни микроэлемент юнри сахăр виçине йĕркелет. Вăл симĕс пахча çимĕçре, помидорта, мăйăрта, пăрçара, сĕлĕре пур. Вегетативлă нерв тытăмĕн ĕçне йĕркелекенскер метеосисĕме чакарать. Унсăр пуçне пуç ыратнипе аптăракансен импĕр çимелле. Унри капсаицин мигрень пуçланассинчен хăтарать.
7. Микроклимат пĕлтерĕшлĕ. Урамра мĕн пулса иртнине витĕм кỹрейместпĕр. Анчах килте кăмăллă лару-тăру тума пулатех. Эмел хыпмасăр ыратнине ирттерейменнин сăлтавĕ канма пĕлменнинче. Ĕç кунĕ хыççăн 20 минут та пулин лăпкă кĕвĕ итлемелле. Чи пĕлтешлĕ, йывăр шухăшсенчен хăтăлма вĕренмелле. Ăсчахсем пĕлтернĕ тăрăх, пире канăç паман шухăшсем - ниме тăман тăрмашу.
Ноябрь 2024 |