Çак кунсенче Турханта иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен граждансен пухăвĕ иртнĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев 2019 çулта пурнăçланă ĕçсем пирки отчет туса панă, 2020 çулта пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарнă.
Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, район тата ял тăрăх Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕнчи учреждени - организаци руководителĕсем, обществăлла пĕрлĕхсен ертỹçисем, поселенинче пурăнакансем хутшăннă.
Турхан ял тăрăхĕ иртнĕ çула начар мар вĕçленĕ. 2019 çулта ял тăрăх бюджетне 8657,4 пин тенкĕ укçа кĕнĕ.
Иртсе кайнă çулталăк Турхансемшĕн ырă ĕçсемпе çырăнса юлнă: Турханти культура çуртне юсанă, кунта газ кĕртессипе чылай ĕç тунă, тĕнчипе паллă А.Кокель çуралнă çуртне реставрацилеме проектпа смета документацийĕсене 400 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Кăçал кунти ĕçсене (4 миллион тенкĕлĕх) вĕçлемелле. Малашлăхра вăл районта туризма аталантармалли çăлкуç пулса тăмалла.
Пур çĕрти пекех кунта та ял тăрăх территорине аталантармалли программăпа, вырăнти çулсене юсас, урамсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе те ĕçлесе пыраççĕ. Пĕлтĕр "Турхан-Упамса" çула юсанă, Шлипшур юханшывĕ урлă шыв каймалли пăрăх хунă тата ытти те. Халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кỹрес тĕллевпе малашне те пĕрле тăрăшса ĕçлессине палăртнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн отчетĕнче.
- Ял хутлăхне аталантарасси, халăх пуçарăвĕпе тăвакан ĕçсене вăйлатасси, ĕç тухăçлăхне ỹстересси, çав вăхăтрах вырăнти бюджет укçи-тенкине пуянлатасси кашни ял тăрăхĕнче тĕп тĕллев пулмалла, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова пуху ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |