Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторăн акт залĕнче районти АПК профсоюз райкомĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов ертсе пычĕ. Унăн ĕçне агропромышленность комплексĕн республикăри профсоюз организацийĕн ертỹçи В. Смирнов, районти профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн ертỹçи Н. Мазякова тата ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсен ертỹçисемпе профкомĕсем, инженерĕсем хутшăнчĕç.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа АПК работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ И. Васильев тухса калаçрĕ. Илья Вячеславович 5 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем профсоюз йĕркеленипе тĕрлĕ спорт мероприятийĕ ирттернине пĕлтерчĕ, пĕрлех ĕç сыхлавне пăхăнасси пирки те сăмах хускатрĕ.
"Батыревский" пĕрлешĕвĕн профсоюз председателĕ Н. Каклимов хуçалăхри профсоюз членĕсем Ульяновскинчи "Ундори" санаторине канма кайнине, вĕсене ятарласа автобус леçсе янине, юбилейсенче саламланине, йывăрлăха лекнисене укçан пулăшнине каласа пачĕ. Пĕрлех ĕç сыхлавне те тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Асăннă хуçалăхри ĕç сыхлавĕн специалисчĕ А. Казенов вăй хуракансене ятарлă тумпа тивĕçтернине, вĕри апат çитерессине йĕркеленине, механизаторсен, фермăра тăрăшакансен канмалли пỹлĕмсем те пуррине пĕлтерчĕ. Патăрьелсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Фермерсен ассоциацийĕн ертỹçи Е. Мартышкин фермерсем хăйсем патĕнче ĕçлекенсен сывлăхĕшĕн, пурнăç условине лайăхлатассишĕн сахал мар тăрăшнине асăнчĕ. Акă, хуçалăхра тимлекен пĕр çамрăк çемье патшалăх программипе усă курса çурт-йĕрлĕ пулнă.
Инкек куçа курăнса килмест тетпĕр пулсан та хамăр тимлĕхе ỹстерни, техника хăрушсăрлăхне пăхăнни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçре çирĕп йĕрке пулмалли, хуçалăх ертỹçисен вăй хуракансене тивĕçлĕ условисем туса памалли пирки район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Т. Лукина каларĕ. Районта пĕлтĕр шăпах техника хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе инкек пулнă тĕслĕхе шута илнĕ.
Отчетсене итлесе пĕтернĕ, сỹтсе явнă хыççăн АПК профсоюз райкомĕн председателĕ пулма пĕр шухăшлă пулса И. Васильевах суйларĕç.
Агропромышленность комплексĕн республикăри профсоюз организацийĕн ертỹçи В. Смирнов сăмах илнĕ май республикăра профсоюз членĕсем "Волжские зори" санаторинче хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарни, тỹлев хакне чакарнине, çавăн пекех ĕç килĕшĕвĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелемелли пирки ăнлантарчĕ. Районти профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн ертỹçи Н. Мазякова профсоз кирлĕлĕхĕпе, унăн витĕмĕпе паллаштарчĕ.
Юлашкинчен профсоюз ĕçне хастар хутшăнакансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |