Чире маларах палăртни сиплеве çăмăллатать

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020, 15:47 Просмотров: 269

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырăвĕнче демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, çынсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатасси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çак ыйтусемпе ĕçлесси медицина специалисчĕсене тỹрремĕнех пырса тивет тесе шутлатăп. Хамăр районпа илес пулсан 2018 çулта - 344, пĕлтĕр 288 ача çуралнă. Çут тĕнчене виçĕм- çулхинчен 8,3 процент пепке сахалрах килнĕ. Вилекенсенчен 105-шĕ онкологи кабинечĕ урлă тухнă. 55 çын усал шыçă чирне пула çут тĕнчерен уйрăлнă. 12-шĕн ỹпке, 10-шĕн пыршă ракне пула кун-çулĕ кĕскелнĕ.

Чирлес мар тесен профилактика мероприятийĕсене çирĕп пурнăçласа пыма тăрăшмалла. Пирус туртассине сивлемелле. Хĕвел çинче сахалрах пулмаллине шута илмелле. Хырăм пăрахассинчен (кăкăр ракĕ аталанма пултарать) хỹтĕленмелле.

Усал шыçă чирĕсене иртерех тупса палăртма диспансеризаци пулăшать. Юна пĕтĕмĕшле клиника тишкерĕвĕ туни лейкозсене палăртма май парать. Ытти мелсемпе пыршăлăх, апат хуранĕ мĕнле ĕçленине пĕлме пулать. Фиброгастроскопи, фиброкалоноскопи тăватпăр. Мамографи пĕр-пĕр патологие палăртсан кăкăрсене ультрасаслă тĕпчев (УЗИ) витĕр кăларатпăр. Пункципе биопси те тĕрĕс диагноз лартма май параççĕ.

Эрех-сăрапа иртĕнни, пирус туртни çăвар ăшчиккине тата пыра сиенлетех. 7 çын çак енĕпе чирленĕ. Сиплеве кая юлса пуçăннăран малтанхи çулĕнчех виççĕн вилнĕ. Çавăнпа та диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ тухассинчен никамăн та пăрăнса юлмалла мар. Вĕсем чире вăраха ярасран пулăшаççех, пурăнас кун-çула тăсма май параççĕ.

Теприсем больницăна тĕрĕслеве каяс мар тесе тĕрлĕ сăлтав тупма тăрăшаççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн диспансеризаци тухма ĕç вырăнĕнчен икĕ кунлăха хăтарма пултараççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен патне ыйтупа çеç тухмалла.

Тепĕр чухне профилактика тĕрĕслевĕсене тухмашкăн район центрне ĕçпе килнĕскерсем çула май çеç кĕрсе тухма пăхаççĕ. Хăш-пĕр специалист патне кăштах черет кĕтсе тăрса кĕмелле пулсан пăшăрханаççĕ. Ирпе больницăра е пасар кунĕсенче халăх йышлă пулсан апат хыççăн е шăматкун ирĕклĕн çỹреме пулать. Çакна та вырăна хумалла.

Сывлăх - чи хаклă пуянлăх. Ăна упрама кашнийĕн тăрăшмалла. Паянхи медицина оборудованийĕсем çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме май параççех.

Сывлăх учрежденийĕсен алăкĕсем кирек камшăн та уçă. Килĕр, сывлăхăра тĕрĕслеттерĕр.

В. ФРОЛОВ, врач-онколог

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика