ЮЛАШКИ вăхăтра мошенниксем тивĕçлĕ канăва тухнисене чике тăршшĕ лартма тĕллев тытнă иккен. Вĕсем ватăсемпе Пенси фончĕн представителĕ ячĕпе калаçаççĕ. Имĕш, пенсионера социаллă пулăшу укçи тивĕçет, çавна счет çине куçарма банк карттин номерĕ кирлĕ-мĕн. Паллах, çакнашкал хыпар кашнинех савăнтарать. Пĕчĕк укçа илекен ял çынни пушшех хыпăнса ỹкме пултарать. Хисеплĕ пенсионерсем! Пенси фончĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсем пенсионерсемпе телефонпа нимĕнле ыйтăм та ирттермеççĕ, кирек мĕнле ыйтăва та сирĕн заявление йышăнса, куçа-куçăн татса параççĕ. Çавăнпа та телефон шăнкăравĕ урлă никама та хăвăрпа, банк карттипе çыхăннă нимĕнле хыпар та ан парăр.
Ноябрь 2024 |