РАЙОНТИ халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр сотрудникĕсем "Демографи" наци проектне тата аслă ăру çыннисен пурнăç пахалăхне ỹстермелли çинчен калакан регионти проектпа килĕшỹллĕн мобильлĕ бригадăн автотранспорчĕпе ватăсене (65 çултан аслăраххисене) больницăна илсе тухассине лайăх йĕркеленĕ. Кашни эрнере вĕсем икĕ яла çитме тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç соцработниксем йĕркеленипе Хурама Тварĕнчи 8 çынна Патăрьелĕнчи тĕп больницăна илсе килсе каялла яла леçсе янă. Ватăсем сиплев учрежденинче лаборатори анализĕ панă, флюорографи тухнă, хăйсене кирлĕ тухтăрсем патĕнче пулса консультаци илнĕ тата ытти те. Тивĕçлĕ канăва тухнисем патшалăх енчен хăйсене çакнашкал тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тунă.
Ноябрь 2024 |