АЛМАНЧĂРИ культура çурчĕ çумĕнчи "Туслăх" ансамбль хастарĕсем хăйсен туслăх кĕперне малалла хываççĕ, концерт программипе районти ялсене тухса çỹрес ĕçе хавхаланса пурнăçлаççĕ. Юратакансен кунĕ ячĕпе саламлама артистсем Треньелне çитнĕ. Тĕрлĕ çулхи сцена ăстисем ял çыннисене паянхи чăваш юррисемпе çеç мар, ĕлĕкхисемпе те тыткăнланă. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ П. Логунова тата Е. Сироткина культорганизатор çветтуй Валентин кунĕ ячĕпе ял çыннисене пысăк уяв туса панăшăн чун-чĕререн тав тунă, артистсене гастроле малалла тăсма ăнăçу суннă.
Ноябрь 2024 |