Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар чаçĕсене контрактпа (иккĕмĕш разряд) службăна кайма май пур. Вăтам е аслă пĕлỹ илнĕ призывниксем саккунпа килĕшỹллĕн икĕ çуллăха контракт çырма пултараççĕ. Вĕсем валли уйрăм услови çирĕплетнĕ: уйăхне сахалтан та 27 пин тенкĕ укçа илеççĕ, тỹлевсĕр апат-çимĕç, тумтир, медицина тивĕçтерĕвĕ пулать, ипотека программипе патшалăх шутĕнчен пурăнмалли çурт-йĕр туянма пултараççĕ (6 çултан хваттер), 20 çул çар службинче пулсан тивĕçлĕ канăва кайма май пур, контрактпа ăçта каяссине хăй суйласа илет, служба ĕçĕпе пурăнмалли хваттершĕн тỹленет, çар çыннисен сывлăхĕпе пурнăçне патшалăх страхлать. Çăмăллăхсем сахал мар. Çавăнпа та контракт мелĕпе çар службине каяс текенсем пирĕн пункта килсе кайма е шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 10А çурт. Автобуссем: 35, 42, 44, 52, троллейбуссем:1,3,4,18,21. "Студентсен хули" чарăнура анмалла. Тел:8 (8352) 45-20-97.
Р. ПЕТРОВ, инструктор
Ноябрь 2024 |