Районта коллективлă, фермер тата уйрăм хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхрен пысăк пахалăхлă продукци илессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем 3348 тонна (2018 çулта 3106 тонна) аш-какай хатĕрленĕ, 9963 тонна (9507 т) сĕт сунă. Фермер хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем 1456 тата 3920 тоннăпа танлашнă. Аш-какай туса илессипе уйрăмах "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалне, "Труд", "Красное Знамя", "Батыревский" хуçалăхсене, А. Лялькин фермер хуçалăхне палăртмалла. Ĕне-выльăхăн талăкри ỹт хушаслăхĕ - 665, сыснасен 605 грамм пулнă. 100 ĕнерен 86 пуç пăру илнĕ.
Районĕпе пĕр ĕнерен вăтамран 6118 килограмм сĕт сунă (2019 çулта 5699 килограмм). "Исток" агрофирмăра (7208 килограмм), "Красное Знамя" хуçалăхра (6466), "Батыревский" пĕрлешỹре (6442), "Труд" хуçалăхра (6361), Р. Бикчурин фермер хуçалăхĕнче (6593) кăтарту тата пысăкрах. Суса илнĕ сĕтĕн 84 процентне пысăк пахалăхпа, ыттине пĕрремĕш сортпа вырнаçтарнă.
Выльăхран тупăш курас тесен витесенче ветеринарипе санитари культурине ỹстерессишĕн куллен тăрăшмалла. Хальлĕхе чылайăшĕнче çакă çитмест. 2014 çулта сĕт пирки çĕнĕ техника регламенчĕ вăя кĕчĕ (Технический регламент Таможенного союза "О безопасности молока и молочной продукции"). Унпа килĕшỹллĕн сĕт пахалăхĕ çине çирĕп требованисем лартнă. Çавăнпа та фермăсенче çăвăнмалли, сĕт тасатмалли, савăт-сапа хумалли ятарлă пỹлĕмсем пулмалла. Сĕт лабораторийĕсем кашни хуçалăхрах кирлĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтермелле.
Районта выльăх-чĕрлĕх вилесси çуллен чакса пырать. Çапах та вĕсене вар-хырăм тата ỹпке чирĕсем хавшатаççĕ. Чир-чĕртен асăрханас тесен пĕтĕ ĕнесене, пушмак пăрусене, сысна амисемпе çурисене прививка вăхăтра тумалла, зоогигиена требованийĕсене пурнăçламалла, апата нормăпа пăхнă чухлĕ, çителĕклĕ çитермелле. "Исток", "Батыревский", "Труд", "Красное Знамя" хуçалăхсенче чĕлхесĕр янаварсене упраса хă- варассипе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Ĕнесемпе пушмак пăрусене тата сыснасене йăхтарассипе "Исток", "Батыревский", "Труд", "Красное Знамя" хуçалăхсене тата "Авангард" пĕрлешĕвĕн Патăрьел беконĕ" филиала ырă енчен палăртмалла. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхра кĕтĕве çĕнетессипе, ăратлăха лайăхлатассипе çителĕксĕр вăй хураççĕ.100 ĕне пуçне 28-30 пуç пушмак кĕртсе пымалла, анчах çакна нумайăшĕ пăхăнмаççĕ. "Исток" агрофирма юлашки çулсенче ăратлă выльăх нумай илсе килчĕ, иртнĕ çул çеç ытти регионсенчен 84 пуç туяннă. Паяна хуçалăхра сăвакан ĕне шучĕ 484 пуçа çитнĕ.
"Красное Знамя" хуçалăх районта ăратлă ĕне-выльăх ỹстерсе сутассипе ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Иртнĕ çул вĕсенчен 7 пуç илсе кайнă.
Хуçалăх кассине выльăх-чĕрлĕхрен ытларах укçа-тенкĕ кĕртес тесен чи малтанах ăшă та çутă, механизациленĕ витесем кирлĕ. Паха апатпа тивĕçтермелле, зоотехника учетне туса пымалла, ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пурнăçламалла, чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттермелле, хуçалăх ертỹçисемпе зооветспециалистсен яваплăха туйса ĕçлемелле.
П. ЕФИМОВ, районти вылăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Ноябрь 2024 |