Грекла-римла кĕрешес енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ Минсеит Тимергалиевич Тазетдинов 1960 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Шăнкăртамра çуралнă. Ульяновскинчи патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл "Ульяновскоблхимчистка" пĕрлешỹре, Ульяновскинчи "Динамо" облсоветра, физкультурăпа спорт комитетĕнче, Шăмăршăри вĕрентỹ управленийĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, Ульяновск хулинчи Железнодорожный районĕнчи ачасемпе çамрăксен 8-мĕш спорт шкулĕнче, Засвияжск районĕн 4-мĕш спорт шкулĕнче тренер-преподавательте, Ульяновскинчи облспорт комитетĕнчи ведомствăсем хушшинчи олимп хатĕрленĕвĕсен центрĕнчи грекла-римла кĕрешессипе СССР-ăн пĕрлештернĕ командăн тренерĕнче, Ульяновск облаçĕнчи грекла-римла кĕрешỹ федерацийĕн преподавателĕнче ĕçленĕ. 1987-1988 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă.
Ентеш Ульяновск облаçĕнчи халăх депутачĕсен совечĕн исполкомĕн шалти ĕç управленийĕн (1984 çул), Ульяновскинчи халăх депутачĕсен Хула канашĕн исполкомĕн (1984) Хисеп грамотисене, Армин Ленин орденлĕ спортклубăн (1980), Ульяновск облаçĕн саккунсем кăларакан Пухăвĕн ((2015), Ульяновск хули Думин (2016) Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Спортри çитĕнĕвĕсем: "Динамо" тĕп стадионăн икĕ хут чемпионĕ (1978,1979), Пĕтĕм тĕнчери турнирта (Румынинче, 1981, 1982 çулсем; Чехословакинче,1982), СССРти çамрăксем хушшинчи ăмăртура (Тюмень, 1981) - пĕрремĕш вырăн, СССР халăх VIII спартакиадинче - виççĕмĕш, Пĕтĕм тĕнчери турнирта (Болгаринче, 1984) - пĕрремĕш, СССР чемпионатĕнче (Минск, 1984) -пĕрремĕш, Норвегинче, Швецинче, Демократиллĕ Германи Республикинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пĕрремĕш тата ыттисенче те малти вырăнсене йышăннă. 1984 çул ентешĕмĕр Европа чемпионĕ ята тата тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ. Спортра çитĕнỹсем тума ăна К. Юсупов, Н. Алеев, А. Винник, А. Мазур тренерсем пулăшнă.
2004 çулта М. Тазетдинов Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |